Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци усăллă пултăр

30 мая 2009 г.

Хальхи саманара этемшĕн тĕрлĕ информаци тупасси чăрмав мар. Çапах та кашни информациех усăллă тесе калаймăн. Сиенлĕ пичет изданийĕсем, аудио-видео продукцисем ачасен аллине лекме пултарас хăрушлăх пысăк паян. Кун пирки Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Фе- доров та Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ _ кашнин пуçарулăхĕнче" çырăвĕнче çапла асăрхаттарать: "Позитивлă шухăшлама хăнăхас темен çынсем, уйрăмах çамрăксем, чылай чухне информаци ĕçĕнчи ултавçăсемпе ăçтиçуксенчен хур кураççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем, инкеке, çĕршыв пуласлăхĕшĕн тата хăйĕн пурнăçĕн пуласлăхĕшĕн яваплă, шухăшлама пĕлекен çыннăн ырă сăнарне йĕркелес вырăнне, "потребитель-этеме" воспитани парса ỹстерессине тĕпе хуракан хальхи вăхăтри пиар-технологисемпе усă курса йышлă суя йĕрĕхсемпе хаклăхсем тăваççĕ. Çавна пула тепĕр "çухалнă ăру" пулса каяс хăрушлăх пур..." Çакăн евĕр информацисем вара çамрăксен хушшинче экстремистсен ушкăнĕсем йĕркелес хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕсене пулах наркотиксемпе, эрех-сăрапа туслашас текенсен, преступлени çулĕ çине тăракансен йышĕ ỹсме пултарĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ачасене сывлăхпа ăс-тăн тĕлĕшĕнчен сиен кỹрекен информацирен хỹтĕлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе тĕрлĕ рейд, тĕрĕслев йĕркелетпĕр. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсене те тимлĕ пулма ыйтатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика