30 мая 2009 г.
"Чăваш энергосбыт компанийĕ" ООО электроэнергипе усă курнăшăн тỹлеймен республикăри предприятисене шута илнĕ. "Хура списокра" Елчĕк районĕнчи предприятисем те пур. Çакă, паллах, района чыс кỹмест. Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Елчĕкри ММПП ЖКХн (ертỹçи В.Нягин) вăхăтра тỹлейменнин парăмĕ 376,0 пин тенкĕпе, "Стройэнергосервис" ОООн (ертỹçи А.Нягин) 151,9 пин тенкĕпе, "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕн (ертỹçи Н.Бикулов) 43,5 пин тенкĕпе, "Звезда" ОООн (ертỹçи В.Сидоров) 36,1 пин тенкĕпе, "Елчĕк крахмалĕ" агрофирма" ОООн (ертỹçи Э.Теплова) 36,8 пин тенкĕпе, "Светлана" ОООн (ертỹçи В.Волков) 30,7 пин тенкĕпе танлашнă. Çирĕплетнĕ килĕшỹ тăрăх усă куракан электроэнергишĕн тỹлес йĕркене пурин те çирĕп пурнăçласа пымалла. Çапла майпа Чăваш Республикинче малашне те электроэнергипе чăрмавсăр тивĕçтерме май пулĕ.