30 мая 2009 г.
Нумай çул ачасен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен специалист пулнă май, тĕрлĕ шăпаллă ачасен пурнăçĕпе паллашрăм. Çак çулсенче йывăр шăпаллă пепкесемшĕн чĕрене мĕн чухлĕ ыраттарман-ши? Аса илỹсем, аса илỹсем... Таяпа Энтри ялĕпе утатăп. Кунта ашшĕ-амăшĕн хỹт-лĕхĕсĕр юлнă ачасене усрава илсе лайăх ỹстернĕ, пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупса панă, паян та тăлăхсене çемьене илнĕ ырă çынсем чылай: Ивановсем, Паллинсем, Чумановсем... Халĕ тата ырă та сăваплă ĕç пурнăçлакансен йышне Михайловсем хутшăнасшăн. Çемьепе паллашас тĕллевпе çула тухнă та эпĕ. Ача усрава илме кăмăл тунă çемье тăлăха тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине çирĕп тăратма пултарĕ-ши? Ют ачана юратасси хăвăн тĕпренчĕкне юратассинчен те кансĕртерех. Пурте пултараймаççĕ пĕр пĕлмен пепкене хăйĕнни пек пăхса ỹстерме. Çут çанталăк хăш-пĕр çынсене çуралнă чухнех çак туйăмсене парса хăвараймасть. Çав чунсăрлăха пулах теприсем эрех-сăра танатине лексе тăван ачисене пăхмасăр, куккук евĕр тĕрлĕ çĕре пăрахса хăвараççĕ пулĕ. Пĕр кинеми чĕннипе шухăша татса пуçа çĕклетĕп, сывлăх сунатăп. "Паллаймарăм сана, кам пулатăн-ха эсĕ?" _ терĕ вăл мана. Яла мĕнле сăлтавпа килнине пĕлтеретĕп, Михайловсем патне мĕнле çитмеллине ыйтатăп. "Александрпа Венера питĕ ырă кăмăллă, ĕçчен те пултаруллă, юратупа килĕштерсе пурăнакан мăшăр. Усрав ача илес теççĕ пулсан манран вĕсене пехил, çав ачапа вĕсен çуртне тата та телей хутшăнтăр", _ терĕ. Часах Михайловсен икĕ хутлă, кирпĕчрен купаланă хăтлă çурчĕ умне çитсе тăтăм. Хапхи те вĕр-çĕнĕ, хуралтисем çуллĕ. Тата планланă стройкăсем те пур иккен-ха. Кил хуçипе, Александр Анатольевичпа, кил хушшине кĕретпĕр. Пур çĕрте те тап-таса, тирпейлĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче çуртра. "Хамăрăн алăпа ăсталасах турăмăр. Пĕччен ĕçлеймен ĕçсене çеç нимелле е ăстасем тытса тутартăмăр", _ теççĕ Михайловсем эпĕ йĕри-тавра сăнаса пăхнине кура. Ĕçĕ çапла манăн, усрав ача илес текенсем çинчен тĕплĕн пĕлмелле, çемьере тăлăха лайăх пăхма услови çителĕклĕ-и? Килĕшрĕ çутă ĕмĕтлĕ, сăпайлă мăшăр. Чăннипех те ĕçчен, йывăрлăхсенче пуçа усман, кирлĕ самантра ыттисене те пулăшма, вăй-хăват пама пултаракан çамрăксем пек туйăнчĕç. Александр ăста платник. Мăшăрĕ, Венера, шкул çумĕнче уçăлнă ача садĕнчи медицина сестри, воспитатель пулăшаканĕ. Усрав ачана тивĕçлĕ шайра пăхса çитĕнтерме пултарĕç текен шухăшсем çуралчĕç. Ашшĕ-амăшĕнчен хăр тăлăха юлнă пĕчĕк Иринăна тăванĕсем хушшинче усрава илес кăмăллисем тупăнман, ача çуртне вырнаçтарнă. Венера Николаевнăпа Александр Анатольевич хĕр пĕрчине хăйсен çем-йине илме кăмăл тунă. 2007 çулхи пуш уйăхĕнче Ирина Михайловсен çемйинче пурăнма пуçларĕ. Паллах, ашшĕпе амăшне 5-6 çултах çухатса ача çуртĕнче çитĕнекен хĕр пĕрчишĕн çĕнĕ çемьере çĕнĕ пурнăçа хăнăхасси, юта атте-анне вырăнне хурса юратма пуçласси чăрмавсăр иртмен. Венерăпа Александрăн ăшă кулли, юратăвĕ ачан кăмăлне çавăрма пултарнă. Часах вĕсене вăл чăн тăван ашшĕ-амăшĕ вырăнне хума тытăннă, Иринăн пичĕ çинчи салхулăхĕ те майĕпен çухалнă. Кил-çурт савăнăçпа тулнă. Çул кăтартса янă кинеми пехилленĕ пекех Михайловсен çемйинче татах та телей кайăкĕ хутшăннă. Сакăр çул каялла çемье çавăрнă килĕшỹллĕ мăшăр алла хăйсен тĕпренчĕкне илнĕ. Хĕр ачана усрава илнĕ хыççăн вуннăмĕш уйăхран. Маргарита ят панă ăна телейпе çиçекен мăшăр. Ырă ĕç ырăпа таврăнать, теççĕ халăхра. Пĕр тăвансем пек çитĕнеççĕ хĕр пĕрчисем. Сăн-сăпачĕ те, хăйсене тыткалани те, кĕлетки те пĕр евĕр. Ирина халĕ иккĕмĕш класра, "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Юрлама, ташлама юратать. Ашшĕ-амăшĕпе йăмăкĕ, килен-каян хăна умĕнче караокепе юрă шăрантарать кăна. Пукане пек тумлантараççĕ ачисене Михайловсем, лайăх пăхаççĕ. Шкултан килсенех Ирина чи малтан йăмăкĕ патне чупса пырать, çупăрлать. Паян мĕн вĕреннине ăна каласа кăтартать. Лешĕ, пĕчĕкскер, аппăшне тимлĕ итлесе ларать, пурне те ăнланать тейĕн. Маргаритăшăн Ирина унăн пĕчĕк вĕрентекенĕ, тăрăшса "Букварь" тăрăх саспаллисемпе паллаштарать. Çакă ĕнтĕ çемье телейĕ, мĕнле савăнмăн çак ачасем çине пăхса. Нумаях пулмасть Шупашкарта интернатсенчен ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсен тĕл пулăвĕ пулчĕ. Михайловсем республикăра "Наша классная семья" конкурса хутшăнса чи лайăххисен шутĕнче пулчĕç, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Жюри членĕсем Ирина пултарулăхĕнчен тĕлĕнчĕç. Вăл, вырăсла калаçаканскер, чăвашла чуна тыткăнламалла сăвă каланă чухне уява хутшăннисен чунĕсем çемçелчĕç, куççулĕсене те пытараймарĕç. Районта тăлăх ачасем çемьере телей тупнă тĕслĕхсем сахал мар. Интернатсенче пурăнакан ытти ывăл-хĕр те ашшĕ-амăшĕн хỹттине, хăйсем çине ăшă та ачаш куçпа пăхнине курасшăн. Апла пулсан ырă кăмăллă çемьесене сăваплă ĕçе хутшăнма чĕнесшĕн. Çĕр çинчи кашни ача атте, анне тесе чĕннинчен ырри мĕн пултăр.