30 мая 2009 г.
"Колос" ЯХПКра вăй хуракан К., асăннă предприяти хăйне пурлăх тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сиен кỹнине пĕлтерсе, сиене саплаштарма ыйтса район судне тавăç тăратнă. Искра çырса пĕлтернĕ тăрăх, 1999 çулччен, тивĕçлĕ канăва тухиччен, К. "Колос" ЯХПКра рамщик пулса ĕçленĕ. Пенсие тухнă хыççăн вăл çак предприятирех пилорамщикре тăрăшнă. Çак пулăма вара К. хăйĕн правине хĕсни тата хăйне хисепе хуманни вырăнне хурать _ 5-мĕш разрядлă специалист шутланнă пулсан та 2007 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăна тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан рабочи должноçне шаннине çирĕплетсе унпа ĕç килĕшĕвĕ çырнă. К. хуçалăх хăйне 2007 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлеменнине, 1999 çултанпа черетлĕ отпускпа тивĕçтерменнине палăртать. Çавăн пекех 1999 çултанпа ĕç укçине Раççей Федерацийĕ йышăннă ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе килĕшỹллĕн тỹлеменнине асăнать. Çавна май К. палăртнă ĕç укçин чи пĕчĕк виçине тĕпе хурса 1999 çултанпа ĕç укçи тỹлеме, отпуска кайманшăн тивĕçекен укçан компенсацине, ĕç укçине вăхăтра тỹлеменшĕн тивекен процент виçине _ пурĕ 257967 тенкĕ ытла, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сиен кỹнĕшĕн 100000 тенкĕ саплаштарма ыйтать. Суд ларăвĕнче "Колос" хуçалăх ертỹçи К._ăн искĕпе килĕшмен. К. тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан рабочи пулнине, тулли мар ĕç кунĕпе ĕçленине, ăна ĕçлесе илнĕ тăрăх тỹленине (сдельная оплата труда) пĕлтернĕ. Ĕç укçине Раççей Федерацийĕ йышăннă ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе шутласа пама ыйтнине те хирĕçленĕ, мĕншĕн тесен саккунпа килĕшỹллĕн çакăн евĕр шалупа тулли ĕç кунĕпе ĕçлекене, ĕçĕн палăртнă нормине тулли калăпăшпа пурнăçлакана тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех ертỹçĕ суда тавăç тăратакан умĕнче 2007 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕç укçи енĕпе парăм çуккине, ĕç укçишĕн натурăпа тỹленине çирĕплетнĕ. Черетлĕ отпускра канманшăн тивĕçекен укçан компенсацине вара çын ĕçрен кайнă чух шутласа параççĕ (К. пĕр хут та отпускра канма ыйтса заявлени çырман), вăл паянхи кун та хуçалăхра тăрăшать. Асăннă ĕçе тĕрĕсленĕ, фактсене уçăмлатнă май саккуна тĕпе хурса район сучĕ искра ыйтса çырнине тулли мар тивĕçтерме, маларах асăннă хуçалăхран К. уссишĕн 2007 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2008 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕчченхи тапхăрти 6144 тенкĕ ĕç укçине тỹлеттерме йышăннă, тỹлев срокне пăхăнманшăн 606 тенкĕ ытла компенсаци тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кỹнĕ сиене саплаштарма 1000 тенкĕ памалла тесе йышăннă. К. суд решенийĕпе килĕшмесĕр Чăваш Республикин Аслă судне кассаци жалоби çырнă. Аслă суд коллегийĕ асăннă ĕçе тепĕр хут пăхса тухнă, Елчĕк район сучĕн решенийĕ тĕрĕссине çирĕплетсе жалобăна тивĕçтермесĕр хăварнă.