Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унран ырри, илемли пур-ши?

30 мая 2009 г.

Ачалăх тахçанах хыçа юлнă пулин те, паян кунччен те ытарайми вăхăтсем куç умне тухаççĕ. Çутă та таса, унран илемли, ырри, ачашши мĕн пур-ши тата çĕр çинче? Ача чухне ăмăр çанталăк çутă курăнать, тĕнче те хитререх, ырăрах. Ачана чечекпе, ыранхи кун çутипе танлаштараççĕ. Вĕсене чечекпе танлаштаратпăр пулсан çут тĕнче илемĕпе вĕсене киленме пулăшмалла та пирĕн. Анчах шăпа пурин те пĕр пек килмест çав. Раççейре ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр ỹсекенсем çав тери нумай. Çулсерен 4-6 пин ача тăлăхсен çуртне лекет. Çĕршывра 730 пин ача ашшĕ-амăшĕн хỹт-тисĕр юлнă, вĕсенчен 180 пинĕшĕ интернат учреждени-йĕсенче пурăнать. 100 пине яхăн ача кил-çуртсăр шутланать. Çав вăхăтрах пепкесĕр çемье чылай. Пирĕн районта усрава илнĕ 76 ача пурăнать, 3-шĕ пĕлтĕр çĕнĕ çемье тупнă. Ачасене хỹтĕлемелли кун пĕтĕм тĕнчери чи ватă уявсенчен пĕри шутланать. Ăна 1950 çултанпа паллă тăваççĕ. Районта та çак куна халалласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче "Çăлтăрлă фиеста" конкурс, шкул çулне çитмен ачасемпе "Сарă чăххăн сарă чĕпписем" уяв концерчĕ ачасен пултарулăх шкулĕнче иртĕç. Районти кашни шкултах ĕçпе кану лагĕрĕсем уçăлĕç. Уяв ячĕпе сире, ачасем! Çи-тĕнекен ăру сывлăхлă та телейлĕ пултăр. Урам тăрăх шăпăрлансем выляса-кулса чупнине, улăх-çаран çинче ача-пăча сасси янăранине мĕн çиттĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика