Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ енлĕ аталантараççĕ

27 мая 2009 г.

 Вăрăмхăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи "Солнышко" ача сачĕ уçăлни нумаях пулмасть-ха. Çак кĕске вăхăтра пĕчĕк шăпăрлансем хăйсен коллективне хăнăхрĕç, пĕр-пĕрин хушшинче ăшă хутшăну йĕркеленчĕ. Ачасен ỹсĕмне кура вĕсене вулама, çырма, шутлама вĕрентеççĕ кунта. Пĕр-пĕрне ырă сунни, каçарма пĕлни, сăпайлăх, сапăрлăх _ çак енсене ачасенче аталантарассине те тĕпе хураççĕ ача садĕнче. Н.Казначеева воспитательница пĕчĕккисене вĕрентсе, хăнăхтарса пырас ĕçре çемьесенчи амăшĕсен, асламăшĕсен тăрăшулăхĕ пысăк пулнине палăртать. А.Никитина медсестра ачасен сывлăхĕпе кăсăклансах тăрать. С.Кириллова повар апат-çимĕç пахалăхĕшĕн тăрăшать. Кукăльсемпе икерчĕсем пĕçерме те ỹркенмест. Çак кунсенче ашшĕ-амăшĕсем ача садĕнче хăнара пулчĕç. Тĕл пулу вăхăтĕнче ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Пĕчĕкскерсем мĕн кăна тумарĕç унта: шỹтле сценкăсемпе, вăйăсемпе, сăвăсемпе савăнтарчĕç. Акăлчанла та вуннă таран лайăх шутлаççĕ шĕвĕрккесем. Районти ача сачĕсем хушшинче йĕркеленĕ "Пĕчĕк фея" конкурса хутшăнса "Мисс привлекательность" номинацире çĕнтернĕ Лиза Казначеева уява уйрăмах илем кỹчĕ. Вăл чăвашла пысăк хавхаланупа юрларĕ, чăваш ташшине илемлĕ шуса ташларĕ. Юлашкинчен ачасем пурте пĕрле: "Яланах пултăр хĕвел, Яланах пултăр пĕлĕт, Яланах пултăр анне, Яланах пулăп эп", _ тесе чăвашла, вырăсла, акăлчанла юрларĕç. "Мĕнле маттур пирĕн ачасем", _ тĕлĕнтĕмĕр эпир. Пирĕн ачасемпе ĕçлекен Н. Казначеева, Т.Элюнова воспитательсене, вĕсене пулăшакан Т.Перцевăна, С.Кириллова повара ĕçре, пурнăçра сапăрлăх, чăтăмлăх, çирĕп сывлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика