Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патреккелсем виççĕмĕш пуласшăн

27 мая 2009 г.

 Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн районти культура çурчĕсем никĕс ятне илес тесе тăрăшаççĕ. Культура ĕçченĕсем чи малтанах çурта юсаççĕ, çĕнĕ тĕс кĕртеççĕ, территорие тирпей-илем кĕртеççĕ. Республика вара ялти клуба сасă вăйлатмалли, çутатмалли, видеопроектор, компьютер оборудованийĕ, сцена костюмĕсен комплекчĕ, сценăна илемлетмелли хатĕрсем уйăрать. Çак тĕллевпех хальхи вăхăтра Патреккелте хĕрỹ ĕç пырать. Кунти культура ĕçченĕсем артистсем сцена çине тухма хатĕрленмелли пỹлĕм маччисене плита, стенасене илемлĕ обойсем çыпăçтарчĕç. Пысăк çурта Европа шайне çитерес тесе Елчĕк ял тăрăхне кĕрекен ытти ялсенчи культработниксем те Патреккелсене пулăшу аллине тăсаççĕ. Çывăх кунсенче вĕсем икĕ пỹлĕме юсаса пĕтересшĕн. Унтан вара ытти ĕçсене пуçăнасшăн. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ял çыннисем кашни çулах Успени праçникне пысăк событисемпе уявлаççĕ. Кăçал та çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ кунта: çĕнĕ шкула хута ямалла, культура çуртне модернизацилесе никĕс ятне илмелле. Районти хăтлă та çутă, пуян виççĕмĕш культура çурчĕ пулĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика