Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Асăрхăр _ ачасем!"

27 мая 2009 г.

 Кăçал республикăра ачасем хутшăннипе 42 авари регистрациленĕ, вĕсенче 2 ача пурнăçран уйрăлнă, 43-шĕ тĕрлĕ сурансем илнĕ. 42 аварирен 13-шĕ ачасен айăпĕпе пулнă. Пирĕн районта, мухтав Турра, ачасем хутшăннă аварисем пулман. Çапах та асăрханнине нимĕн те çитмест. Ашшĕ-амăшĕсен, ача сачĕсенчи воспитательсен, вĕрентекенсен ачасене çул-йĕр çинче тимлĕ пулма, сăнама вĕрентмелле. Çул-йĕрĕн ансат правилисемпе çамрăкранах паллаштармалла вĕсене. Çул урлă каçнă чух, автобусран е машинăран тухнă чух хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентĕр, светофорпа паллаштарăр. Çул урлă хăвăр та çуран çỹрекенсем каçмалли ятарлă вырăнсенче анчах каçăр. Ача сирĕн тĕслĕхĕре ăша хывнине асрах тытăр. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕччен пирĕн республикăра "Асăрхăр _ ачасем" операци пырать. Çавна май водительсене те уйрăмах тимлĕ пулма ыйтатпăр. Шкулсем умĕпе пынă чух, çул урлă çуран каçмалли вырăнсенче хăвăртлăха чакарма ан манăр. Сирĕн аллăрта руль анчах мар, çынсен пурнăçĕ те пулнине асрах тытăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика