27 мая 2009 г.
"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кăçал районта ĕçлекен 598 çынна хушма диспансеризаци витĕр кăларма палăртнă. Хальлĕхе "Свобода", "Родник" ял хуçалăх производство кооперативĕсен, "Яльчикская" механизациленĕ çул-йĕр колоннин, НПО "Промсервис" АХО, "Кирпич" ООО, "Çăкăр пĕçерекен завод" ООО, "Сыр пĕçерекен завод" ОАО ,техника инвентаризацийĕн бюровĕн ĕçченĕсем, уйрăм предпринимательсем хăйсен сывлăхĕсене тĕплĕн тĕрĕслеттерчĕç. Кăçал та яланхиллех ĕçлекен 18_60 çулсенчи çынсене диспансеризацилеççĕ. 131 çын шурă халатлă ĕçченсем патĕнче пулса сывлăхĕсене мĕнпур енчен тĕрĕслеттерчĕç. Кăçал диспансеризацие кĕме патшалăх кашни ĕçлекене 1042-шер тенкĕ уйăрать. Çакна та палăртмалла: кăçал хушма анализсем нумай тĕрлĕ памалла. 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен иртнĕ çулсенчи пекех Патăрьелне кайса маммографи витĕр тухмалла. Организацисемпе предприятисене, хуçалăхсене графикпа килĕшỹллĕн тĕрĕслев витĕр тухма чĕнсе илетпĕр. Палăртнă кунра пурне те хамăр патăмăрта кĕтетпĕр.