27 мая 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе палăртнă Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче районти çĕр ĕçченĕсен 50 пин тоннăран кая мар тĕш тырă, 57,5 пин тонна çĕр улми пухса кĕртмелле. Тĕллеве ăнăçлă пурнăçа кĕртес тесе ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче çум курăкран хăтăлма тĕш тырă культурисен пĕтĕм лаптăкне гербицидпа сапма палăртнă. Хальхи вăхăтра вĕсем кĕрхи культурăсене 345 гектар çине гербицид сапнă. "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирма çак ĕçе кĕске вăхăтра 180 гектар çинче пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. "Комбайн", "Прогресс", "Яманчурино", "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕсенче те ĕç кал-кал пулса пырать. "Комбайн" ЯХПКра, тĕслĕхрен, кĕр тыррисене çум курăкран анчах мар, тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăсенчен хăтăлас тĕллевпе гербицидпа усă курассине те пĕр вăхăтрах пурнăçлама май тупнă. Тырă пуç сăхиччен анасене гербицидпа сапма ĕлкĕрмелле. Çĕр хытса, типсе кайиччен, çум курăк алхасма пуçличчен хура пусă лаптăкĕсене те пĕрремĕш хут кăпкалатассине вĕçлемелле. Хальлĕхе çак ĕçе "Эмметево", "Прогресс", "Арланово", "Марс", "Знамя", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 222 гектар çинче пурнăçланă.