26 мая 2009 г.
Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул умĕнче çак кунсенче чăваш халăхне çутта кăларассишĕн ырми-канми ĕçленĕ Алексей Васильевич Рекеева асăнса палăк уçнă. Палăк авторĕ _ Ульяновскра ĕçлесе пурăнакан чăваш писателĕ тата халăх академикĕ Николай Кондрашкин. Алексей Васильевич Рекеев Хусан кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушкинче _ И.Я.Яковлевпа пĕр ялта, 1848 çулта çуралнă. Чĕмпĕрти чăвашсен шкулĕн пĕрремĕш вĕренекенĕ пулнă. Унтан уес училищине, Хусанти вырăс мар халăхсен ачисем валли учительсем хатĕрлекен семинарине пĕтернĕ. Теччĕри учительсен семинарийĕнче ĕçленĕ çулсенче И.Я.Яковлевпа пĕрле чăвашсен çĕнĕ алфавитне тума, чăвашсен пĕрремĕш букварĕсене хатĕрлеме хутшăннă. Вĕсене ачасене вĕрентнĕ вăхăтра тĕрĕслесе пăхнă, çĕнетнĕ. И.Я.Яковлевпа чăваш учителĕсен пĕрремĕш съезчĕсене ирттернĕ. Учитель тата пачăшкă пулса ĕçленĕ çулсенче Пăва уесĕнче хăйĕн укçи-тенкипе 8 шкул, Кивĕ Эйпеçре чăваш кĕнекисен магазин-складне уçнă, выçлăх çулĕсенче ял çыннисене пулăшма ятарлă фонд йĕркеленĕ. А.Рекеев чăвашсен йăли-йĕркипе çыхăннă авалхи япаласене пуçтарнă, Чĕмпĕрти чăваш институтĕнчи историпе этнографи музейне нумай экспонат пуçтарса панă, Н.И.Ашмарина чăвашсен 17 томлă словарьне хатĕрлеме пулăшнă. Хăйĕн пĕтĕм архивне вăл чăвашсен историпе этнографи музейне парса хăварнă. А.В.Рекеев ĕмĕрне учительте, чиркỹ пачăшкинче ĕçлесе ирттернĕ. 1981 çулччен вăл Пăва уесĕнчи шкулсенче ĕçленĕ. Кивĕ Эйпеçри чиркỹ пачăшкин вырăнĕ пушансан чиркỹ пĕр вăхăт ĕçлемесĕр тăнă. Н.Магницкий çак вырăна А.Рекеева сĕннĕ. Çапла вара вăл 1881-1917 çулсенче ялта пачăшкăра тата шкулта Турă саккунĕсене вĕрентекен учительте ĕçленĕ. Вилнĕ хыççăн ăна Кивĕ Эйпеçри чиркỹ çумне пытарнă. Вăл паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Вил тăпри çине мрамор хĕрес лартнă. А.Рекеев вил тăприне шкул ачисем пăхса тăраççĕ. А.Рекеев чăваш халăхĕшĕн, Кивĕ Эйпеç прихутне кĕрекен ялсемшĕн тунă ĕç калама çук пысăк. Ялта А.Рекеева асăнса палăк лартас шухăш пĕлтĕр, И.Я.Яковлев 160 çул тултарнине паллă тунă вăхăтра çуралнă. Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ỹснĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен ыр кăмăллăх "Эткер" фончĕн ертỹçи Олег Мустаев, район ертỹçисем, Кивĕ Эйпеç шкулĕ, чăваш халăхĕн шăпишĕн, унăн пуласлăхĕшĕн çунакан çынсем тăрăшнипе сăваплă ĕç пурнăçланнă. Палăка çак кунсенче вырнаçтарса лартнă. Алексей Васильевич Рекеева асăнса лартнă палăка уçма ытлари кун Кивĕ Эйпеç шкулĕ умне халăх, тĕрлĕ хуласемпе ялсенчен килнĕ çынсем йышлă пуçтарăнчĕç. Шкул директорĕн çумĕ Р.Федорова чи малтанах Алексей Васильевич Рекеев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Район пуçлăхĕ Николай Миллин хăйĕн сăмахĕнче А.Рекеевăн чăваш халăхне, çав шутра Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансене çутта кăларас ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Унăн ĕçĕ, нумай-нумай çул иртсен те манăçмасть. Паян ăна асăнса палăк уçни А.Рекеева манманни, унăн ĕçне пысăка хурса хаклани пулать, терĕ вăл. Район пуçлăхĕ палăк уçма пулăшнă предприятисемпе организацисене, çынсене тав турĕ. О.Мустаева, Н.Кондрашкина, шкул директорне Н.Чермакова Тав çырăвĕсем пачĕ. Кивĕ Эйпеçре çуралса ỹснĕ авиаци полковникĕ Анатолий Казаков А.Рекеева асăнса палăк уçнине пысăка хурса, хавхаланса пĕлтерчĕ, шкула парашют парнелерĕ. О.Мустаев, ЧНК президенчĕ Г.Архипов, Н.Кондрашкин, "Слава картофелю _ Комсомольски" агрофирма ертỹçи А.Капитонов, Кăнна Кушкинчен килнĕ А.Пыркин тата С.Гаврилов, А.Рекеев тăванĕ Е.Шахейкина, Кивĕ Эйпеç шкулĕнче нумай çул директор пулса ĕçленĕ Л.Григорьев тата ыттисем ял пурнăçĕнчи паллă пулăма пысăка хурса хакларĕç. Савăнăçлă самант _ палăка витнĕ шурă пусма майĕпен шуса анать, куç умне палăк тухса тăрать. Ун хыççăн ял çыннисем, хăнасем А.Рекеев палăкĕ умне, вил тăпри çине чечек кăшăлĕсем хучĕç.