Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене _ ăмсанмалăх!

26 мая 2009 г.

Çамрăксене _ ăмсанмалăх! Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан Геннадий Тимофеевич Туманов Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче пулса иртнĕ кире пуканĕ йăтассипе ветерансем хушшинчи Раççей чемпионатĕнчен тата М.В.Ломоносов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери турниртан виçĕ ылтăн медальпе таврăннă. Рыбинск хулинчи чемпионата тата турнира Раççейри 51 регионтан тата 5 патшалăхран спорт ветеранĕсем пуçтарăннă. Ăмăртусем виçĕ куна пынă. Г.Туманов 12 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 66 хутчен тĕртнĕ, 5 минут хушшинче кире пуканне 111 хутчен сулласа йăтнă. Тепĕр ăмăртура 12 килограмлă икĕ кире пуканне вăрăм циклпа 42 хутчен çĕкленĕ. Унăн кăтартăвĕсене хăйĕнпе пĕр çулхи ветерансем нихăшĕ те çĕнетеймен. Çапла майпа вăл икĕ хутчен Раççей чемпионĕ пулса тăнă. Раççей чемпионачĕн кăтартăвĕсене Ломоносов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери иккĕмĕш турнир результачĕсене пĕтĕм-летнĕ чухне те шута илнĕ. Ытти патшалăхсенчен килнĕ спорт ветеранĕсем те Геннадий Тимофеевич кăтартăвĕсене çитеймен. Пирĕн ентеше Пĕтĕм тĕнчери турнир çĕнтерỹçи тесе йышăннă, ылтăн медальпе наградăланă. Г.Туманов 70 çулхи спорт ветеранĕсем хушшинче тупăшнă. Ăмăртăва ăна ДЮСШ тренерĕ О.Федоров хатĕрленĕ. Районта пурăнакансем Геннадий Тимофеевич Туманова лайăх пĕлеççĕ. Совет Çарĕнчен таврăнсан вăл парти райкомĕн инструкторĕнче, Лаш Таяпа ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче, "Слава" колхозри партком секретарĕнче, колхоз председателĕн çумĕнче, Çĕнĕ Эйпеçри культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ. Халĕ те, пенсире пулсан та, алă усса лармасть. Килти хуçалăха тытса пынă вăхăтрах вăл Çĕнĕ Эйпеç ял старости, ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен, пенсионерсен канашĕсене ертсе пырать. Кĕскен каласан, ĕлĕкхи пекех халăхпа ĕçлет. Эпир Геннадий Тимофеевич сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан, спортпа туслă пулнине те лайăх пĕлетпĕр. Физкультурăпа спорта вăл ачаранах юратнă. Лаш Таяпари вăтам шкулсенче вĕреннĕ çулсенче çуран чупнă, тăршшĕне сикнĕ, кире пуканĕ, штанга çĕкленĕ, йĕтре тĕртнĕ, диск ывăтнă тата ытти те. Районти ăмăртусене хутшăнса чылай грамотăпа диплом çĕнсе илнĕ. _ Пирĕн вăхăтра çамрăксем килте, колхозра аслисемпе юнашар хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă, Лаш Таяпа шкулне çуран çỹренĕ. Пушă вăхăтра тĕрлĕ вăйăсем выляттăмăр, хамăр хушăра урамра, çерем çинче спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеттĕмĕр. 50-мĕш çулсенче районта штанга, кире пуканĕ спорчĕ аталанса кайрĕ. Район хаçатĕнче çакăн çинчен час-часах çыратчĕç. Эпир те, шкул ачисем, кире пуканне, хамăр ăсталанă штангăна ăмăртмалла йăтаттăмăр. Çамрăксем киревсĕр йăласемпе çыхланмастчĕç, _ каласа парать Геннадий Тимофеевич. _ 1967 çулта мана Совет Çарне илчĕç. Авиацире 9 çул службăра тăтăм. Ли-2, АН-8 самолетсем çинче бортмеханик пулса 4 çул вĕçрĕм, каярахпа авиамеханик ĕçне туса пытăм. Германире тăнă авиаци полкĕнче спорт вăйлă аталаннăччĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹреме пуçларăм, кĕске вăхăтра спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултартăм. Авиаци полкĕн команди Совет Çарĕсен Германире тăракан группинчи арми ăмăртăвĕсенче яланах малти вырăна йышăнатчĕ. Çар службинчен пушă вăхăтра эпĕ салтаксене ирĕклĕ майпа кĕрешме хăнăхтараттăм. Тăван яла таврăнсан та Г.Туманов спорта манман. Кире пуканне хăйĕн сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе йăтнă. Унпа пенсие тухас умĕн, ялти культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ вăхăтра тепĕр хут интересленсе кайнă. Ĕçĕ çапларах пулнă. 90-мĕш çулсенче, ытти çĕрти пекех ялти çамрăксем пуçтахланма тытăннă. _ Пĕррехинче, клуба çамрăксем пуçтарăнсан, вĕсен канăвне йĕркелесси пирки сăмах пуçартăм. Вĕсем ялта интерес, пушă вăхăта ирттерме çукки пирки ỹпкелешсе калаçрĕç. Эпĕ вĕсене клубра кире пуканĕ йăтакансен секцине йĕркелеме сĕнтĕм. Хăшĕ-пĕри ырларĕ, теприсем чĕнмерĕç. Вăхăта сая ямасăр кире пуканĕсем, гантельсем туянтăмăр, клубра турник вырнаçтартăмăр. Каçсерен пĕри кире пуканĕ çĕклет, тепри турник çинче туртăнать. Пĕр-пĕринпе ăмăртма тытăнчĕç. Нихăшĕ те хăй вăйсăррине кăтартасшăн мар. Çапла майпа кире пуканĕ йăтакансен ушкăнне 25-30 çын пуçтарăнчĕ. Тĕрлĕ çулсенчи çынсем пулчĕç вĕсем. Хам та тепĕр хут кире пуканĕпе туслашса кайрăм. Çĕнĕ Эйпеçсем часах хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма района тухнă. Пĕрремĕш ăмăртурах иккĕмĕш вырăн йышăннă. Каярахпа ытти çитĕнỹсем килнĕ. Геннадий Тимофеевич ветерансен ушкăнĕнче тупăшнă, яланах пьедестал картлашки çине хăпарма тивĕç пулнă. А.Горшков, А.Беляев призĕсене çĕнсе илессишĕн районти ăмăртусенче çĕнтернĕ. Республикăри турнирсенче _ "Хыпар" хаçат йĕркелекен турнирта, ытти ăмăртусенче мала тухнă. Кăçал ăна кире пуканĕ йăтакансен республикăри федерацийĕн председателĕ Ю.Карпов Раççей чемпионатне хутшăнма сĕннĕ. Йăнăшман вăл. Г.Туманов шанăçа тỹрре кăларнă. Геннадий Тимофеевича çамрăксем юлашки çулсенче эрех-сăра енне туртăнни пăшăрхантарать. Çамрăксенчен чылайăшĕ вăйсăр, салтак ретне тăма юрăхсăр. Çакă вĕсемпе ĕçлеменнипе, вĕсене спортпа интереслентерме хатĕр çынсем çуккипе те çыхăннă. Тепĕр сăлтав та пур. Пасар саманине кура-и, спорт ĕçне йĕркелесе пыма пултаракансем тỹлевсĕр ĕçлесшĕн мар. Унăн шучĕпе кашни ялтах спортăн пĕр-пĕр енĕпе аталаннă, пултаруллă çынсем пур. Вĕсемпе калаçмалла, çамрăксемпе ĕçлеме хавхалантармалла. Вара ялта каçсерен çапкаланса çỹрекенсем те сахалланĕç, эрех-сăра енне туртăнмĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика