Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă

26 мая 2009 г.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн темисем çаксем пулчĕç: Н.Федоров Президентăн "Чăваш Республикин 2010-2012 çулсенчи бюджет политикин тĕп направленийĕсем çинчен" Указне пурнăçа кĕртнĕ чух патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умне тухса тăракан тĕллевсем; вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси; хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен таврашĕсене, масарсене тирпей-илем кĕртесси; Республика 2009-2011 çулсене йышăннă "Табакпа тата унăн изделийĕсемпе усă курассине профилактикăласси" тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртмелли мерăсем çинчен. Районта ĕçлĕ визитпа пулнă "Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ" патшалăх наука учрежденийĕн директорĕ В.Григорьев Кивĕ Эйпеç шкулĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ. Валерий Сергеевич чи малтанах Елчĕксен тирпейлĕхĕ чуна çĕкленине, çак енĕпе пирĕн район ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăнине каларĕ. В.Григорьев информаци кунĕн тĕп темисем хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, институт ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераци агентствин Чăваш Енри управленийĕн ертỹçи В.Егоров тата унăн пулăшуçи И.Мадярова, "Чувашия" телерадиокомпанин ĕçченĕсем Аслă Елчĕк, Елчĕк, Курнавăш ял тăрăхĕсене çитсе курнă. Аслă Елчĕкре культура ĕçченĕсемпе тата районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ООО коллективĕпе йĕркеленнĕ калаçура В.Егоров Чăваш Республикин 2010 _ 2012 çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем, управлени ĕçĕ-хĕлĕ, çĕр пайĕсене регистрацилемелли тĕп самантсем, çĕрпе усă курнине патшалăх енчен контрольлесе тăни çинче чарăнса тăнă. Çак информаци ушкăнĕ "Гладковы" хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курнă, ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕнĕ технологипе, кунти опытпа паллашнă. Телевидени ĕçченĕсем асăннă хуçалăхри çĕр ĕçченĕсене халалласа репортаж хатĕрленĕ. "Чувашрессовпроф" пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Г.Германова, Пĕтĕм Раççейри "РОСТО" организацин Чăваш Республикинчи организацийĕн канашĕн ертỹçин çумĕ С.Шалагинов Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи активпа тĕл пулнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика