Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкул чĕнет

20 мая 2009 г.

Тăван шкул чĕнет Таньăпа Оля мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ çунатлă ĕмĕте пурнăçлас тесе Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне вĕренме кайрĕç. _Паян педагог профессийĕ питĕ хисеплĕ теейместĕн, мĕншĕн унта каятăр? Иксĕр те вăтам шкула медальсемпе пĕтертĕр вĕт.., _ текенсем те тупăнчĕç ун чухне. _Ачалăх яланах куç умĕнче. Вĕренекенсем санран çĕнĕ те çĕнĕ пĕлỹ кĕтсе куçран кăмăллăн пăхаççĕ. Хамăр та çаплах пулнă. Учитель каланă кашни сăмаха асра тытма тăрăшнă. Педагог ĕçĕ çăмăл мар пулсан та сумлă, - теççĕ тантăшсем. Пĕри _ класс ертỹçи Çак калаçу пулнăранпа çичĕ хутчен çурхи шыв-шур юхса иртрĕ.Татьяна Герасимова унтанпа маларах асăннă университета пĕтерсе вырăс чĕлхи, литература тата культурологи учителĕн специальноçне алла илчĕ. Хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ аслă шкула. 2007 çулхи авăн уйăхĕнчен хăй вĕреннĕ шкула тулли кăмăлпа ĕçлеме килчĕ. Çамрăк педагога 8 класс ачисене шанса пачĕç. Юратса илнĕ профессипе чунне парса ĕçлеме пуçларĕ вăл тỹрех. Чи малтанах класра пĕр-пĕрне ăнланакан, ăшă лару-тăру йĕркелеме тăрăшрĕ. Тин шкул парти хушшинчен тухнă Татьяна Витальевна вĕренекенсемпе уçă калаçать, тĕрлĕ темăсем хускатаççĕ вĕсем класс сехечĕсенче. Ытларах чухне уроксем хыççăнхи занятисене вăйă мелĕпе йĕркелессишĕн тăрăшать. Вĕрентỹн çĕнĕ технологийĕсене ĕçе кĕртнĕренех унăн класĕ шкул ĕçне хутшăннисен рейтингĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Татьяна Витальевна вĕрентекен ачасем районти мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Хăй те лара-тăра пĕлмест вăл, нумай вулать, çĕнĕлĕхсемпе паллашать, компьютерпа та питĕ туслă. Унăн класĕнче вĕренекенсем те çивĕч, малалла ăнтăлаççĕ. "О великий, могучий, правдивый и свободный русский язык!" районти конкурсра Т.Герасимова вĕренекенĕ Е.Мартынова "Поэзия" номинацире, С.Петрова "Художественная публицистическая проза" номинацире виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Р.Юлдашева вара вырăс литературипе ирттернĕ олимпиадăра виççĕмĕш тухрĕ. Çак ỹсĕмсем савăнтараççĕ те çамрăк вĕрентекене. Коллективри ĕçрен те пăрăнмасть вăл. Кăçал районти "Чи класлă учитель" конкурса хутшăнчĕ Татьяна Витальевна. "25 çултан аслă мар класс руководителĕ" номинацире пĕчченех тупăшрĕ вăл. Апла пулсан хальхи çамрăксем вĕрентỹ ĕçĕнче сахал. Тăххăрмĕшсен класс ертỹçи хăйĕн программине çỹлти шайра хатĕрленине кăтартса пачĕ. Иккĕмĕшĕ _ директор çумĕ Ольга Пупина Елчĕк шкулне ылтăн медальпе пĕтерсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕчĕ. Математикăпа информатика специальноçне алла илнĕ хушăрах акăлчан чĕлхи учителĕ те пулса тухрĕ. 2007 çулта Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула килчĕ. Хăйне вĕрентнĕ учительсем, тăван шкул темрен те хаклă çамрăк педагогшăн. Кунта ăна тỹрех, шкулти хастарлăхне шута илсе, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне лартрĕç. Çав вăхăтрах ачасене информатикăна вĕрентет. Ольга Олеговна ачасене воспитани парас ĕçре сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл ертсе пынипе сывлăха сыхлас енĕпе волонтерсен ирĕклĕ команди иртнĕ çул республикăри конкурсра "Сывлăх тата малалла ăнтăласси" номинацире çĕнтерчĕ. Вăхăтĕнче Ольга Олеговна шкулти пĕрлешỹре пысăк пуçарулăх кăтартнă. Халĕ пĕрлешỹн лидерĕсемпе хăй ĕçлет. Ачасем аслă юлташне хисеплеççĕ, уроксем хыççăн килĕсене кайма васкамаççĕ. Тĕрлĕ мероприяти иртет шкулта. Ахальтен мар вĕренекенсем çамрăк педагогсемпе вĕренме те интереслĕрех пулнине, класс тулашĕнчи мероприятисем хаваслă иртнине уççăн пĕлтереççĕ. Елчĕксем районти конкурссене çеç мар, республикăри тупăшусене те активлă хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул, акă, Виктория Капламова республикăри вожатăйсен пултарулăх конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тухнинче О. Пупинан тỹпи те пур. Кăçал шкул "Чăваш Ен табаксăр" республика проектне хутшăнать. Çула çитмен ачасем киревсĕр йăласемпе туслашассинчен профилактика тăвассине кунта тĕп вырăна хураççĕ. Шкул сывлăха упракан ресурс центрĕ пулнăран районти ытти вĕрентỹ учрежденийĕнчи ачасене те волонтерсен ирĕклĕ командисем йĕркелеме тата вĕсене сывлăха упрас енĕпе вĕрентме планлать. Ольга Олеговна çак ырă шухăша пуçарса яраканĕ. _ Шкул _ пирĕн пурнăç. Эпир унсăр тата ачасемсĕр пурăнаймастпăр, _ теççĕ çамрăк педагогсем. _ Хамăр суйласа илнĕ профессишĕн чунтан хĕ-пĕртетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика