20 мая 2009 г.
Чăвашсем Христос тĕнне 1740 çултанпа ĕненме пуçлани паллă. Çав çулсенче ялсенче те чиркỹсем ĕçлеме пуçланă. Елчĕк таврашĕнчи чи малтанхи чиркỹсенчен пĕри Патреккелте пулнă. Ăна 1740-1742 çулсенче туса лартнă. Çавна май таврари ялсенче пурăнакансене унта тĕне кĕртнĕ. Мускаври авалхи архивран А.П.Кузнецова çырса илнĕ тăрăх, Курнавăш çыннисене 1758 çулта, Вырăскассисене 1762 çулта Христос тĕнне йышăннине çирĕплетсе шыва кĕртнĕ. Патша правительстви хушнипе çĕнĕ тĕне чăвашсем хушшинче вăйпа хистесе тата илĕртсе сарнă. Хăй ирĕкĕпе тĕне кĕрекенсене 3-шер тенкĕ укçа панă, тĕне кĕнĕшĕн 3 çуллăха хырçă-куланай тỹлессинчен, салтакран хăтарнă. Малтанлăха пысăк ялсенче чиркỹ çурчĕсем лартнă. Курнавăш ялĕ те таврари пысăк ялсенчен пĕри пулнă. Географи тĕлĕшĕнчен те вăл питĕ меллĕ вырăнта вырнаçнă. Çавăнпах кунта вулăс центрне йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Чиркỹсен çумĕнчи прихут шкулĕсем уçнă. Пирĕн ялти шкулта паллă сăвăçсем Турхан Яккăвĕпе Хĕветĕрĕ вĕреннĕ. Чиркĕве Алексей Васильевич Рекеев та килсе çỹренĕ, ачасем мĕнле вĕреннипе интересленнĕ. Пирĕн ялăн малтанхи пĕчĕк кăна чиркĕвне курăс хупран тунă. Каярах вара ăна хура чăрăшран пураласа хăпартнă. Ун чухнехи ялти пурнăçăн кулленхи йĕркине чиркỹ пурнăçласа пынă. Ача-пăчана ят парса шыва кĕртессине, праçниксене уявлассине тата ыттине те пачăшкăсем Турă саккунĕсем хушнă пек туса пыма тăрăшнă. "Чăваш çыннисене чăвашла çырнă тĕн кĕнекисем кирлĕ", _ тесе хыпарланă Хусанти Синода кунта пачăшкăра ĕçленĕ С.П.Гермогенов. Çапах та тĕн вĕрентĕвĕ те, чиркỹ хăй ĕçне пурнăçласа пырасси те пĕр тумхахсăр пулнă тееймĕн. Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсĕнчи йывăç чиркĕве 1873 çулта тунă. 1903 çулта прихута çак ялсем кĕнĕ. Чи малтанхи пачăшкăсем Семен Петрович Гермогенов, Гавриил Семенович Троицкий, Скворцов дьякон пулнă. Хальхи ясли вырăнĕнче Гавриил Троицкий пачăшкăн пысăк сачĕ куçа илĕртсе ларнă. Хăйсен ĕçне парăнса пурнăçланине кура вĕсене ял çыннисем те хисепленĕ. Вырăс çыннисем пулсан та чиркỹри службăна чăвашла лайăх, пурте ăнланмалла ирттерме тăрăшнă. Курнавăшăн йывăçран тунă чиркĕвĕ хальхи шкул вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Кунтан инçех те мар пасар кĕрленĕ. Эпĕ ача чухне пысăк уявсенче _ Раштав, Мăнкун вăхăтĕнче _ кĕлле кĕнине астăватăп. 1936-1937 çулсенче чиркỹ таврашĕнче выляса çỹренĕ чух тирпейлĕ тумланнă ял-йыш уяв кĕллине васканине астăватăп. Пысăк уявсем яланах хаваслă кăмăл-туйăмпа иртнĕ. Мĕн чухлĕ савăнăç кỹмен-ши пире Мăнкун? Атте-анне малтанах праçнике хатĕрленме тытăннă. Хĕвел тухиччен ир-ирех тăрса сĕтел çине хатĕрленĕ: хĕрлĕ çăмарта, кукăлĕ-пỹремечĕ, шăрттанĕ, тутлă шерпечĕ... Унтан ратне тăванĕсем пĕр-пĕрин патне пухăнса уяв кĕрекинче хамăр несĕлсене ăшшăн ас илсе калаçнă... Чиркỹ хупăнас умĕн пачăшкăра Янкасси çынни, староста пулса И.П.Петров ĕçленĕ. Янкасси çыннине тытса каяççĕ. Илья Петровича та хĕсĕрлеççĕ. Ваттисем каланă тăрăх, чиркỹ чанне 1929 çултах антарса тиесе кайнă. 1937 çулта чиркỹ алăкĕсене пичетлесе илнĕ, ял халăхне кĕлле кĕме пăрахтарнă. 1940 çулхи çĕртме уйăхĕнче чиркỹри хаклă япаласене _ тĕрлĕ документсемпе кĕнекесене çичĕ лав çине тиесе Елчĕке илсе кайнă та унта вĕсем тĕлли-паллисĕр çухалса пĕтнĕ. Ватăсем каланă тăрăх, Курнавăш чиркĕвĕн кĕмĕлтен шăратса тунă макечĕ те пĕр йĕрсĕр пĕтнĕ. 1941 çулхи ака уйăхĕн пуçламăшĕнче чиркỹ хĕресне антарчĕç. Халăхăн Турра ĕненеслĕхне вăйпа та пĕтерме çуккине чухлайман-тăр ун чухнехи ертсе пыракансем... Анчах чиркỹ манăçман, çынсен асĕнчен тухман. Çакăн пек ỹкерчĕк те куç умĕнчех тăрать. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине тухса каякансем чиркỹ тавра юрласа çаврăннă майăн тăванĕсенчен, ял-йышĕсенчен ырă-сывă таврăнма пехил илнĕ. Çапăçу хирĕнчен 17 çулхи П.Поликарпов çапла хурлăхлăн çырнă: "Тăван ял хыçа пулчĕ, чиркỹ тăрри çеç çуттăн курăнса чуна йăпатса ăшăтрĕ..." Е тата инçетри Юхма пасарĕнчен, вăрмантан килекенсем 8-9 çухрăмранах курăнакан чиркỹ тăррине курсан: "Часах çитетпĕр, чиркỹ те курăнма пуçларĕ, вăй-хал та килсе кĕчĕ", _ тенĕ. Чиркỹ кĕллисем халăхăн йывăрлăхĕсене сирсе çăмăллăх кỹнине кашни утăмрах курса-туйса ĕненнĕ унта çỹрекенсем. 1954 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Курнавăш чиркĕвне пăсма пуçлаççĕ. Лайăх материалсене шкул çуртне юсама, колхоз пăрăвĕсене хупмалли ăшă вите, арман пỹрчĕ валли турттарса кайнă. Нумай çул ял халăхĕ чиркỹсĕр пурăнчĕ, праçниксенче, çỹлти пуçлăхсем хирĕçленине пăхмасăр, Тĕмер чиркĕвне çỹрерĕ, ĕненĕве пăрахмарĕ. 1989 çул Курнавăш ял халăхĕшĕн ырă пулăмпа, иртнĕ йăнăша тỹрлетнипе асра юлчĕ. Иван Ильич Курчин ялта чиркỹ уçас ыйтупа Канаш чиркĕвĕн пачăшкипе ятарласа кайса канашласа пăхать. Инçе çултан ватă савăнса таврăнать. Унăн шухăшне Александр Николаевич Соловьев та ырлать. Пулăшакансем те тупăнаççĕ: Алексей Цветков, Нина Соловьева, Ольга Шулайкина, Роза Смирнова тата ыттисем те. Ял халăхне кĕлĕ çурчĕ уçма ыйтнă хут çине алă пустарса тухаççĕ. Колхоз пухăвне кĕлĕ çурчĕ валли унччен кантур пулнă çурта илме ыйтупа тухаççĕ. Ăна 400 тенкĕ укçа тỹлесе илеççĕ. Турра ĕненекенсем çине тăнипе йывăç чиркĕве 1990 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче уçнă. Ĕçĕ вара вырăнтан тапранать кăна-ха. Мĕн чухлĕ вăй хума тивет сăваплă ĕçе пуçлакансен кирпĕчрен купаланă çĕнĕ чиркĕве уçмашкăн! Кун пирки А.Соловьевăн (йывăр тăпри çăмăл пултăр) хăй вăхăтĕнче тирпейлĕн çырса пынă отчетне вуласан та аван туйса илме пулать. "Кирпĕчрен туса хăпартнă чиркĕве 1992 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче уçнă. Чиркĕве тума пирĕн таврари 23 ял çынни хутшăннă. Никĕсне 1991 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче тума тытăннă, 131 çын хутшăнса пурĕ 350 кун ĕçленĕ. Стенасене купалама 1991 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçланă та çурла уйăхĕнче вĕçленĕ. Пурĕ 42 кун тăрăшнă. Çапла вара, чиркỹ купаласа хăпартнă çĕре 271 çын хутшăннă. Ĕç 1855 куна тăсăлнă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем автомашина, трактор уйăрнă, строительство материалĕсемпе тивĕçтернĕ, укçан та парса пулăшнă. "Нива", "Рассвет" хуçалăхсен ертỹçисем А.Григорьев, В.Кириллов вуншар пин, "Колос", "Сатурн" хуçалăхсен ертỹçисем А.Турхан, В.Рахмин пилĕкшер пин, "Заря" хуçалăх ертỹçи Н.Степанов икĕ пин, Курнавăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Волков хĕрĕх пин тенкĕ укçа парса пулăшнă". "Чечек пур çĕрте пылĕ те пур", _ тенĕ ваттисем. Турă пулăшсан ĕç ăнать, ырă ĕç чуна çĕклет. Çын чиркỹре канăçлăх тупать.