Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çемьерен пуçланать

20 мая 2009 г.

Пурнăç çемьерен пуçланать Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа çемьесен уявне ирттересси районта йăлана кĕнĕ. Туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан, пултаруллă мăшăрсем хăйсен ывăл-хĕрĕсемпе пĕрле хальхинче те уява хутшăнма хапăлласах килĕшрĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри, акă, Зайцевсем, Шаурбинсем, Сурковсем... пĕр хутчен кăна та мар хутшăнать кунта. Асăннă мероприятие хутшăнакансен хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартса памалла. Çавăнпа конкурса хăйсен вăй-халĕпе пултарулăхне, ăс-хакăлне çирĕп шанакансем анчах килни каламасăрах паллă. Камсем вĕсем? Жуковсем (Елчĕк ял тăрăхĕ), Корниловсем (Курнавăш ял тăрăхĕ), Шаурбинсем (Тăрăм ял тăрăхĕ), Адюковсем (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ), Головинсем (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ), Зайцевсем (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ), Сурковсем (Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ), Кузнецовсем (Аслă Таяпа ял тăрăхĕ). Чи малтан çемьесем хăйсемпе паллаштарчĕç. Кушкăри Зайцевсен çемье пуçĕ Георгий Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ, Елена _ ялти шкулта ĕçлет, педагог. Туслă çемьере виçĕ ача çитĕнет. Асли _ Леня, вăл 12 çулта, ирĕклĕ майпа кĕрешме кăмăллать, йĕлтĕрпе чупма юратать. Кĕçĕннисем _ Таньăпа Аня _ йĕкĕрешсем. Çемйипех спортпа туслă. Зайцевсем ялти ытти çынсем пекех йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Анатри Тимешри Шаурбин-сем те туслă, килĕшỹллĕ мăшăр. 2 ача пăхса çитĕнтереççĕ. Ашшĕ _ Сергей районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать, амăшĕ _ Людмила Тăрăмри фельдшер пункчĕн фельдшерици. Çемье спортпа туслă, юрă-ташăра та пит маттур. Шаурбинсем хĕрỹ тупăшура пур конкурсра та мала тухса "Çулталăкри çемье" ята çĕнсе илчĕç. Район чысне вĕсем республикăра хỹтĕлĕç. Курнавăшри Корниловсем _ ялти ĕçчен, сумлă çемье. Герасим _ Çуткỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта информатика, физика, математика предмечĕсене ертсе пырать. Мăшăрĕ те, Евгения, çак шкултах ĕçлет. Вăл ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Евгения Николаевнăн алли ылтăн. Вăл çĕвĕ çĕлеме е тĕрлеме ларать-и, унăн аллинче ĕç выляса анчах тăрать. Бисертан хушпу, мăй çыххисем ăсталать. Хăй мĕн пĕлнине ачасене вĕрентес тĕллевпе шкулта ятарласа ал ăстисен кружокне те йĕркеленĕ, ачасем унта юратса çỹреççĕ. Корниловсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Çемье пуçĕ çуллахи вăхăтра тăван хуçалăх уй-хирĕнче тăрăшать, 16 çул комбайн штурвалĕ умне ларать. Корниловсем чăваш сăвви-юррине халăх хушшинче сарас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Вырăскассинчи "Шанăç" халăх фольклор ушкăнĕнче юрлаççĕ. Корниловсен виçĕ ача _ виç мерчен... Ачисем те ашшĕ-амăшнех хывнă. Асли, Аня, кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухать. Вăл темиçе хутчен те район, республика, Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ. Вăталăххи, Мария, амăшĕ пекех, тĕрлеме ăста. Кĕçĕн ывăлĕ Володя тăваттăмĕш класра вĕренет. Аслă Елчĕкри Адюковсем _ Георгийпе Ирина та хăйсен çемйи пирки кăсăклă каласа кăтартма пĕлчĕç. Аслă Таяпари Кузнецовсен Марина хĕр ачи хăйсен несĕлсен йăх йывăççине ỹкернĕ, унта 7 ăру, 396 ят. Тỹскелĕнчи Жуковсен, Кĕçĕн Таяпари Головинсен, Хăвăлçырмари Сурковсен çемйисем çинчен пĕлме те кăсăклă пулчĕ. Конкурса хутшăннă ытти çемьесем пекех ĕçре те, юрă-ташăра та, спортра та маттур вĕсем. Жюри членĕсем конкурса хутшăннă çемьесене пурне те тĕрлĕ номинацире палăртрĕç, парнесем парса хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика