20 мая 2009 г.
Район администрацийĕн залĕнче Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, регионти политсовет членĕ Валерий Филимонов, партин регионти ĕçтăвкомĕн тĕп специалисчĕ Василий Грачев хутшăннă. Конференци кăмăллă самантран пуçланнă. Партин çĕнĕ членĕсене удостоверенисем панă, чи хастаррисем вара партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Кун йĕркинче 5 ыйту пăхса тухнă. Отчетлă докладпа вырăнти политсовет секретарĕ Евгения Михайлова тухса калаçнă. Паянхи кун тĕлне партин вырăнти уйрăмĕнче 706 член. Отчетлă тапхăрта единороссен йышне 306 çын тăнă. Вырăнти уйрăмра пуçламăш 40 организацийĕ. Пĕр шухăшлисем уйрăм çумĕнче координаци канашĕ йĕркеленĕ. Унăн председателĕ _ В. Михайлов. Отчетлă тапхăрта политсоветăн вырăнти уйрăмĕн членĕсем "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонне, "Мухтав минучĕ" районти конкурса, "Йывăç кунне" халалланă экологи субботникĕсене хутшăннă. "Кĕнекесем Пĕрлĕхлĕ Раççейрен" акцине йĕркелесе сывату учрежденийĕсене кĕнекесем парассипе, "Георгиевски лентисем" валеçсе тухассипе те парти членĕсем пысăк активлăх кăтартнă. Уйрăм çумĕнче "Молодая гвардия" штаб ĕçлет. Унăн членĕсем çамрăксене патриотла воспитани парас, вĕсене ĕçе вырнаçтарас, спортпа туслаштарас, усал йăла-йĕркесенчен пăрас енĕпе тимлеççĕ. Парти членĕсемпе пĕр шухăшлисем "Акатуй" спортпа юрă уявĕсенче хастар, ытти массăллă мероприятисенчен те аяккине пăрăнмаççĕ. Унтан контрольпе ревизи комиссийĕн отчетне итленĕ. Делегатсем отчетсене сỹтсе явнă çĕре хастар хутшăннă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин делегатсем умĕнче районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ çинче чарăнса тăнă, парти ĕçĕн ырă енĕсене палăртнă. Пĕрле, пĕр шухăшпа ĕçлесен çеç пурнăçри çивĕч ыйтусене татса панă чухне ырă кăтартусем пулнине пĕлтернĕ вăл. В.Филимонов "Единая Россия" парти тăвакан ĕçсем пирки чарăнса тăнă. Вăрттăн сасăласа политсоветăн тата контрольпе ревизи комиссийĕн çĕнĕ членĕсене суйланă. Пĕр шухăшлă пулса вырăнти политсовет секретарĕ пулма Е.Михайловăна хăйнех хăварнă. Чăваш регионти уйрăмĕн конференцине кайма "Промсервис" НПО акционерсен хупă обществин генеральнăй директорне Юрий Титова суйланă.