20 мая 2009 г.
Çулсеренех çу уйăхĕнче çамрăк армеецсен "Зарницăпа" "Орленок" вăййисем иртеççĕ. Кăçал та çу уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Кĕçĕн Таяпа çывăхĕнчи вăрманта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 21 шкулти (Вăрăмхăва шкулĕ ачасем сахал пулнăран команда тăратман) вĕренекенсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Çамрăк армеецсене район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый, Елчĕк районĕн çар комиссарĕ С.Нестеров подполковник саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Чи малтанах кăçал кашни шкулах çĕнĕ палаткăсем туянма пултарнине палăртмалла. 3 кун хушшинче вĕренекенсем хăйсен вăйне, пултарулăхĕпе чăтăмлăхне тĕрлĕ ăмăртура тĕрĕслерĕç. Пулас салтаксен стройпа утма, тĕрлĕ командăсене çирĕп пурнăçлама пĕлмелле. Хăнăхупа пĕлỹ çакăн евĕр вăйăсенче никĕсленеççĕ те ĕнтĕ. Конкурссем пĕринчен тепри çивĕчрех. "Çĕнтерỹ патне" эстафета, велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнасси, кросс чупасси, турник çинче туртăнасси, "Туризм", "Тинĕс çар спорчĕ", "Çамрăк пушарник" тата ытти конкурссем ачасен ăсталăхне кăтартрĕç. Прокуратура ĕçченĕсем хăйсен пуçарăвĕпе "Раççей _ манăн çĕршыв" ятпа йĕркеленĕ право пĕлĕвĕсен конкурсĕ уйрăмах кăсăклă иртнине палăртмалла. Çивĕч кĕрешỹре çĕнтерỹçĕ ята вăтам шкулсем хушшинче Елчĕксем, тĕп шкулсенчен Чăваш Тăрăмсем тивĕçрĕç. Вĕсем район чысне республика шайĕнче хỹтĕлĕç. Кĕçĕн Таяпапа Курнавăш шкулĕсенчи çамрăк армеецсен уйрăмĕсем _ иккĕмĕш, Энтепепе Кушкăсем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.