20 мая 2009 г.
Ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертỹçисен канашлăвĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсен пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетнĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсене, ĕçпе юрă тата спорт уявне хатĕрленсе ирттерсе ярас ыйтусене сỹтсе явнă. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ О.Карсаков районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварнипе паллаштарнă май уй-хирте малашне туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене районĕпе 13048 гектар вырăнне 13102 гектар акнă. Халĕ шăтса тухнă пĕрчĕллĕ культурăсене ỹсен-тăран чирĕсене хирĕç кĕрешсе им-çамсем сапмалли, минераллă удобренисемпе апатлантармалли вăхăт çитсе пынине аса илтернĕ. Çак ĕçсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçламалла. Çавăн пекех вăл хура пусă валли хăварнă çĕрсене лайăх ĕçлесе хатĕрлеме паянах пуçăнмаллине палăртнă. Кăçал районта пушă выртакан çĕрсем пулмаççĕ. 2000 гектар ытларах хура пусă хăварнă. Уйрăмах унăн лаптăкĕ "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăра пысăк, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра 350 гектар, "Арлановăра", "Нивăра" 200-шер гектар, Аслă Елчĕкри В.Падуев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, "Эмметево" ОООра _ 150-шар, "Марс" хуçалăхра 146 гектар пулаççĕ. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ çак лаптăксене чи малтанах дискаторпа, унтан культиваторпа çемçетни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Мĕншĕн тесен çĕре çак майпа ĕçлесе хатĕрлесен тымарсем касăлаççĕ, çĕр те çемçелет. Район пуçлăхĕ Н.Миллин та ĕлĕкхи йăлана _ çум курăк ỹссе кайнă çĕре сухаласа çавăрса пăрахас, кайран ун çинчен кĕрхи ака умĕн çеç аса илес йăлана пăрахăçламаллине, ĕçпе юрă тата спорт уявĕ тĕлне дискаторпа тата культиваторпа çĕре хатĕрлесе çитермеллине тепĕр хут аса илтернĕ. Канашлура пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслемелли кунсене палăртнă. Районта йĕркеленĕ комисси хресчен (фермер) хуçалăхĕсен лаптăкĕсене çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче, производство кооперативĕсенне çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче йышăнать. Маларах, çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче, районти агрономсем хуçалăхсенчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пăхса тухса хак параççĕ. Ял хуçалăх пайĕн тĕп инженерĕ В.Чернов çур аки вăхăтĕнче хуçалăхсем мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. "Прогресс" хуçалăхăн Ĕнел бригадинче, "Комбайн" ЯХПКра техникăна çур акине лайăх хатĕрленĕрен, ĕçе тĕрĕс йĕркеленĕрен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи малтан акса пĕтернĕ. Çĕнĕ йышши техникăпа ĕçлени паян уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн ĕç тухăçлăхĕ пысăк: пĕчĕк йышпах нумай ĕç тума май парать. Уй-хир ĕçĕсенчен пушаннă техникăна хиртен машинăпа трактор паркĕсене илсе кĕмелле, выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăна юсама тытăнмалла. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ уйрăм хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине мĕнле ĕçлеттерни çинче чарăнса тăнă. Типĕ, ăшă витесенче выльăх-чĕрлĕх сывă, лайăх хĕл каçни, вĕсен продуктивлăхĕ пысăк пулни паллă. Вите урайĕсене халĕ тĕрлĕ майпа сараççĕ: бетонран, йывăç хăмаран, резина кавирсенчен, улăмран. Анчах кашнийĕн хăйĕн çитменлĕхĕ пур. Ученăйсем выльăх-чĕрлĕх витисен урайĕсене çĕнĕ технологисемпе _ термолюкс, термал мелĕсемпе сарма, стенасене сивĕ кĕмелле мар шыв силиконĕпе сĕрме сĕнеççĕ. Канашлура çĕнĕ технологи меслечĕсене проекторпа кăтартнă, ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева каласа кăтартнă. Паллах, çĕнĕлĕхсем паянхи пурнăçра сахал мар. Хăшĕ пирĕн район условийĕсенче лайăхрах пулĕ, йỹне ларĕ? Çакă шухăшлаттарать. Çавна май район пуçлăхĕ Н.Миллин çĕнĕ технологипе урай сарассине, стенасене сивĕ кĕресрен питĕрессине районти пĕр-пĕр хуçалăхра сăнавлă усă курма сĕннĕ. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕсенче _ районта ĕçпе юрă тата спорт уявĕ _ Акатуй. Канашлу участникĕсем ял хуçалăх предприятийĕсем унта хутшăнасси пирки сăмах хускатнă. Иртнĕ çулсенче юланутпа сĕрен янă, кỹмеллĕ урапасемпе хăвăрт чупнă пулсан, кăçал тепĕр çĕнĕлĕх пулĕ: ĕç лашисем груз турттарассипе ăмăртĕç.