Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв хĕррине ан ярăр

20 мая 2009 г.

 Асăрхануллă пулни яланах кирлĕ. Çуллахи вăхăтра уйрăмах ачасене тимлĕх уйăрмалла. Юхан шыв, кỹлĕ хĕрринче пĕччен çỹреме юраманни, çакă пысăк инкекпе вĕçленме пултарни çинчен вĕсене каласах тăмалла. Кăçал çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайне çакăн евĕр материал ярса пачĕç. Лаш Таяпари икĕ çулхи А.Евдокимован виллине шывран туртса кăларнă. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ. Аэлита Евдокимова Руслан тетĕшĕпе урама выляма тухнă пулнă. Руслан çурт умĕнче вылянă, Аэлита çывăхра курăнман. Кăштах вăхăт иртсен А.Евдокимовăна шывра асăрханă. Ăна туртса кăларнă чух вăл сывламанни палăрнă. Хĕр ачана пуçламăш медицина пулăшăвĕ пани те çăлса хăварайман. Следстви хĕр ача хăй путса вилнине уçăмлатрĕ. Преступлени йĕрĕсем çуккине кура асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарман. Çак тĕслĕхе тĕпе хурса ашшĕ-амăшне ачисемпе уйрăмах тимлĕ пулма тепĕр хут ыйтас килет. Вĕсене юхан шыв хĕррине пĕччен каясран асăрхăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика