Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти тавра пĕлỹçĕсен пĕрремĕш конференцийĕ

20 мая 2009 г.

 Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта Елчĕк районĕнчи тавра пĕлỹçĕсен пĕрремĕш конференцийĕ иртрĕ. Ăна Курнавăшри халăх музейĕн ертỹçи А.Смирнов пуçарнипе йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ _ шкул ачисене тăван ен историне, йăли-йĕркине, сăмахлăхне тĕпчеме хăнăхтарасси. Конференци ĕçне районти паллă тавра пĕлỹçĕсем _ Елчĕкри историпе тăван ен халăх музейĕн ертỹçи В.Вастулова, Курнавăшри шкулта нумай çул директор пулса ĕçленĕ, кунти музея уçакансенчен пĕри, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ П.Смирнов, Вырăскассинчи учитель-пенсионер Н.Кириллов, Çуткỹл шкулĕн директорĕ Е.Никифорова, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, Курнавăш шкулĕн директорĕ П.Кузнецов хутшăнчĕç. Конференцире Курнавăш, Çуткỹл, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм, Патреккел тата ытти шкулсенчи ачасем хастар пулчĕç. Вĕренекенсем йăх-несĕл, авалхи ĕç хатĕрĕсем, тĕрĕ-эреш, ялсен историйĕсем, паллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти темăсем хускатнă. Тĕпчев ĕçĕсене çырнă май вĕсем ялти ватăсемпе курса калаçнă, архиври материалсене тишкернĕ, кивĕ сăн ỹкерчĕксемпе, çырусемпе паллашнă. Жюри членĕсем ачасем кăсăклă ĕçсем çырнине палăртрĕç. Кĕçĕн класри ачасем хушшинче Чăваш Тăрăм шкулĕнче виççĕмĕш класра вĕренекен М.Кузнецова "Манăç тусанĕ ан виттĕрччĕ" (вĕрентекенĕ _ З.Фомкина), Курнавăш шкулĕнче иккĕмĕш класра вĕренекен Е.Мясникова "Çĕр ĕçĕн мухтавлă çынни" (вĕрентекенĕ _ В.Горшкова) ĕçĕсем малти вырăнсене тухрĕç. 5-8-мĕш классем хушшинче А.Курчина "Манăн йăх-несĕл" тĕпчев ĕçĕ (вĕрентекенĕ _ Н.Круглова, Курнавăш), М.Корнилова "Асанне арчинчи пуянлăх" (вĕрентекенĕ _ В.Воронова, Курнавăш), К.Сазонова "Недаром прожитая жизнь" (вĕрентекенĕ _ В.Сазонов, Çирĕклĕ Шăхаль), М.Николаев "Известные люди моего рода" (вĕрентекенĕ _ Е.Николаева, Лаш Таяпа), К.Садовникова "Не быть современной школе без музея" (вĕрентекенĕ М.Галкина, Кĕçĕн Таяпа), Е.Лазарева, М.Крылова "Чăваш мунчи _ сиплев мунчи" (вĕрентекенĕ _ Г.Енейкина, Патреккел) ĕçĕсем пысăк хака тивĕçрĕç. 9-11-мĕш классем хушшинче М.Федорова "Çуткỹл ял историйĕ" (вĕрентекенĕ _ А.Лакачев, Курнавăш), А.Локтев "Герои родных полей" (вĕрентекенĕ _ Л.Кудрявцева, Елчĕк), О.Павлова "Земледельцы нашей деревни" (вĕрентекенĕ _ В.Краснова, Чăваш Тăрăм), О.Кудряшова "Пĕр тăван Турхансем" (вĕрентекенĕ _ Н.Круглова, Курнавăш), В.Осипова "В.Михеев _ паттăр партизан" (вĕрентекенĕ _ И.Леонтьева, Лаш Таяпа), А.Кириллова "Родная сторона" (вĕрентекенĕ _ Р.Федорова, Çуткỹл) чи хастаррисем пулчĕç. Вĕрентекенсем те айккинче юлмарĕç. Н.Кругловапа В.Воронова "Чăваш сăмахлăхĕ" проект (Курнавăш), Р.Макарова "Раскулачивание и судьба семьи Купцовых" (Таяпа Энтри), В.Петров "В.Андреев ячĕллĕ шкул историйĕ" (ЛашТаяпа) ĕçĕсемпе палăрчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика