Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем манăçăнмаççĕ

20 мая 2009 г.

 Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене асра тытас тĕллевпе ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче "Çĕнтерỹ, Салют" акци иртнĕ. Унта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул ачисем хутшăннă. "Салтак тутăрĕ" тата "Салтак йăх-тымарĕ" конкурссене вĕренекенсем тулли кăмăлпа хутшăннă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă кашни фронтовика палăк лартма çуках пулĕ, çапах асăнмалăх салтак тутăрĕ çĕлеме пулатех. Конкурса хутшăннисем ентеш-салтакăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, пурăннă çулĕсене, званине, ăçта çапăçнине тутăр çине çине çырса е тĕрлесе хунă. Ун çумĕнчех çак салтак çинчен сочинени çырнă. "Салтак тутăрĕ" конкурсра С.Кошкина (Чăваш Тăрăм) пĕрремĕш вырăна тухнă. А.Васильев (Аслă Таяпа) иккĕмĕш, А.Чермаков (Курнавăш) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. "Салтак йăх-тымарĕ" конкурса хутшăннисем "Манăн несĕлĕн вăрçă çулĕ" темăпа пурнăç йывăççине ỹкернĕ. Чи пултаруллисем Е.Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль), О.Сядукова (Аслă Таяпа) тата Елчĕк шкулĕн команди пулнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен пайĕн грамотисене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика