16 мая 2009 г.
Хальхи вăхăтра медицина çакна çирĕплетсе панă: эрех-сăра шалти секреци парĕсене, чи малтанах, арлăх парĕсене пысăк сиен кỹрет. Час-часах эрех ĕçекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕн арлăх функцийĕсем чакаççĕ. Эрех-сăрана пула арçынсемпе хĕрарăмсен ар органĕсем пĕрешкелех сиенленеççĕ. Эрех-сăрапа туслашса кайнă хĕрарăмсен вара уйăх хушши пуласси çамрăклах пĕтет, вĕсем ача çуратас пултарулăха çухатаççĕ, çие юлсан вара _ пулас ачашăн та, йывăр çын хĕрарăмшăн та хăрушă пулăм _ йывăр çын токсикозĕ пулма пултарать. Яланах эрех-сăра ĕçекен ашшĕ-амăшĕсенчен çуралнă ачасем, сыввисемпе танлаштарсан, ытларах чирлеççĕ, сывă, тĕрĕс-тĕкел ỹссе çитĕнеймеççĕ. Çие юлнă вăхăтра ашшĕ-амăшĕнчен хăшĕ те пулин ỹсĕр пулнă пулсан, вĕсенчен çуралнă ача вăй-хал тĕлĕшĕнчен е ăс-тăн енчен йĕркеллĕ ỹссе çитĕнеймест. Сăнавсем çакна та çирĕплетсе панă: алкоголь сĕт парĕсене те сиенлет. Ачана кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăм 50 мл эрех ĕçсен те, алкоголь кăкăр сĕтĕнче 0,25 промилене çитет (кăкăр сĕчĕн пĕр литрĕнче 0,25 мл), кăкăр çиекен ачан юнĕнче çавăн чухне 0,10 промиле алкоголь пулма пултарать. Эрех-сăра час-часах ĕçекен арçынсемпе алкоголиксен арлăх тĕлĕшĕнчи инкекĕ _ алкоголь импотенцийĕ. Çав чир аталанса пынă чухне çынна час-часах невроз, депресси тата ытти пулăмсем асаплантараççĕ. Урăхла каласан, упăшки ĕçке ярăннă пулсан (ун пек чухне, паллă ĕнтĕ, вăл арăмĕпе чăн-чăн сывă, йĕркеллĕ арçын пек пурăнма пултараймасть), çемьери хутшăнусем пăсăлаççĕ, чылай чухне арăмĕ те ĕçке ерсе кайма пултарать. Алкоголь _ чĕрĕ организмăн мĕн пур клеткисемшĕн чăн-чăн хăрушă наркăмăш. Эрех-сăра пĕрре пăхма, чăнах та, нимĕн чухлĕ те хăрушă мар пек туйăнать, тĕплĕнрех шутласан, унта ытла та хăрушă наркăмăш пуррине куратпăр. Вăл вара çитĕнсе çитнĕ çынсен организмне çеç мар, тин чăмăртанма тытăннисене те калама çук пысăк сиен кỹрет, аркатать, пачах пĕтерсе хума пултарать.