Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕх тĕнчин ытамĕнче

16 мая 2009 г.

Илемлĕх тĕнчин ытамĕнче Елчĕкри искусство шкулĕнчи вĕрентекенсен ĕçне пахаран та паха хакпа хаклас килет. Кунта чăннипех те хăйсен ĕçне чунтан парăннă, тивĕçе юратса пурнăçлакансем ĕçлеççĕ. Вĕсем мĕн чухлĕ ачана илемлĕх тĕнчин ытамне кĕме пулăшаççĕ. Акă, художествăпа графика пайĕн преподавательне Римма Витальевна Парферьевăна уйрăмах ырăпа асăнмалла. Хăйне турă панă маçтăрлăха миçе ача ăшне хывман-ши вăл? Пĕри сăрăпа ỹкерме ăста, тепри ытармалла мар чăваш тĕрри тĕрлет, виççĕмĕшĕ йывăçран касса, эрешлесе тĕрлĕ япала ăсталать. Çак ĕçре Римма Витальевна 1991 çултанпа вăй хурать, хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ачан ĕмĕт-тĕллевне тавçăрать тейĕн. Илемлĕх тĕнчине кашни ача валлиех алăк уçма хатĕр пултаруллă вĕрентекен. Эпир, музейçăсем, Р.Парферьева нумай ỹкерчĕксем тунине чылайранпа пĕлетпĕр, унăн ĕçĕсене тĕрлĕ куравсенче те асăрханă. Çавăнпа та Елчĕкри музейра Римма Витальевнан выставкине йĕркелерĕмĕр. Куравра сăрă ăстин 20 ытла ĕçĕпе паллашма пулать. Ỹкерчĕксенче ытларах ял сăн-сăпачĕ, ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ сăнарланать. Кăçал, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, чуна çывăх ỹкерчĕксемпе таврари ял çыннине паллаштарни пушшех вырăнлă. Кашни ỹкерчĕкĕн хăйĕн илĕртỹлĕхĕ пур, вĕсене курса тăранаймастăн. Ỹнерçĕ портретсем те тăвать, хăйĕнпе пĕрле ĕçлекенсене, пĕлĕшсене чылайăшне ỹкерме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Тăван кил, савнă ял, çывăх та хаклă тавралăх _ акă сăрă ăстин чи çывăх темисем. Пултаруллă художникшăн графика та ют мар. 1982 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă 17 çулхи хĕр малтанах ăçта вĕренме каймаллине те суйласа илме тăхтаса тăнă. Тантăшĕсемпе пĕрле Костромари ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕве малалла тăсать, зоотехник пулса тухать. 1985 çулта техникумран ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Кострома облаçĕнче зоотехникра ĕçлет. Пĕчĕкренех ỹкерме юратнăскерĕн кулленхи ĕçĕнче тем çитмен пек, ĕçе вĕçне çитереймен пек туйăнать. Паллах, ялта çуралса ỹснĕ хĕрĕн ĕçченлĕхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ-ха ертỹçĕсем. 1987 çулта, Костромари художество училищине вĕренме кĕрсен, пăшăрхану тинех пăчланнă. Халĕ Римма Витальевна аслă пĕлỹллĕ специалист, 2006 çулта Чăваш патшалăх университечĕн художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Паянхи кун Р.Парферьева вĕрентекен ушкăна 41 ача çỹрет. _ Пултаруллă ачасем нумай, вĕсене тата ытларах пултарулăха ỹстерме пулăшас килет, _ тет хăйĕн вĕренекенĕсем çинчен талантлă вĕрентекен. Р.В.Парферьеван ĕçне Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ пысăка хурса хакласа 2007 çулта тав çырăвĕ панă. 2005 çулта _ чи лайăх преподаватель ята тивĕçнĕ. Шупашкарти халăх пултарулăх çурчĕ наградăланă диплом та унăн ĕçĕн сумне, чысне ỹстерет. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест теççĕ. Икĕ хĕрĕ амăшнех хывнă курăнать, ỹкерме юратаççĕ. 1987 çулта çут тĕнчене килнĕ Наташа йывăр атлетикăра пысăк çитĕнỹсем тăвать. Вăл Чăваш ял хуçалăх академийĕн студентки. Оля 9-мĕш класра вĕренет. Искусство шкулĕн преподавателĕн Р.В.Парферьеван куравĕпе паллашас текенсене Елчĕкри музейра ырă сунса кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика