Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çу тапхăрĕнче _ ытларах продукци

16 мая 2009 г.

 Выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекенсен çу тапхăрĕнчи яваплăхĕ пысăк. Пĕтĕмпе çулталăкра туса илмелли продукцин 50 процентне (пурĕ 6000 тонна сĕт, 750 тонна аш-какай) çу тапхăрĕн 5 уйăхĕнче туса илмелле. Малтанхи шутлавсем тăрăх çу тапхăрĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕне выльăхсене симĕс апатпа тăрантарасси япăх мар пулса пымаллине палăртатпăр. Тырă 100 процент тивĕçмелле, ĕне выльăхсене симĕс конвейерпа тăрантарма пурĕ 130 гектар ("Труд" _ 10 гектар, "Свобода" _ 20, "Сатурн" _ 25, "Урожай" _ 20, "Рассвет" _ 30, "Победа" _ 25), ыраш калчи уйăрнă. "Прогресс", "Комбайн" хуçалăхсенче ĕне выльăхсен кĕтĕвне час ĕлкĕрекен райграспа шурă клевер хутăшĕн лаптăкĕ çине кăлараççĕ. Ытти хуçалăхсенче хальхи вăхăтра выльăхсене тăрантарма курăк лаптăкĕсене уйăрман. Люцерна вара кая юлса ĕлкĕрет. Ĕне выльăхсене ура айĕнчи йỹнĕ апатпа туллин тăрантарса кирлĕ шайри продукци туса илес тесен палăртнă чухлĕ ыраш лаптăкне уйăрмалла е "Прогресс", "Комбайн" хуçалăхсенчи пек ятарлă курăк акса çитĕнтермелле. Çу тапхăрĕнче ĕне выльăхсене тăрантарма нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне районĕпе пурĕ 4200 гектар уйăрнă. Кĕр енне кайсан куккурус ĕлкĕрет. Кирлĕ таран продукци туса илессинче кĕтỹçĕсен витĕмĕ те пысăк. Çавăнпа вĕсене ĕçе илнĕ чухне малтанах килĕшсе татăлмалла: продукци туса илнине кура тỹлессине йĕркелемелле, хушма хавхалантару условийĕсене çирĕплетмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика