13 мая 2009 г.
"Елчĕк çăлтăрĕсем" эстрада юррисене юрлакансен фестивальне çуркунне ирттересси йăлана кĕчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем эстрада культурине ỹстерессипе тата лайăх енĕсене сыхласа хăварассипе пĕрлех çĕнĕ талантсем тупасси, репертуара пуянлатасси, эстрада коллективĕсемпе юрăçăсене хавхалантарасси пулса тăраççĕ. Фестивале солистсем те, дуэтсем те, коллективсем те хутшăннă. Юрăçсен ăсталăхне компетенциллĕ жюри, председателĕ Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова, хак панă. Уйрăм юрлакансем хушшинче, вĕсем вара 60-ăн пулнă (Патăрьелсемпе Комсомольскисем те айккинче юлман), Лаш Таяпари З.Князева Гран-при çĕнсе илнĕ. 1-мĕш вырăна _ М.Чернова (Аслă Елчĕк), 2-мĕш _ Р.Давлетшина (Сăрьел), 3-мĕш вырăна С.Козловпа (Елчĕкри культурăпа кану центрĕ) А.Спиридонов (Тĕмер) пайланă. "Чи лайăх дуэт" номинацире иккĕмĕш çул ĕнтĕ Курнавăшри К.Смирновапа Р.Светопольская çĕнтерỹçĕ ята илчĕç. 2-мĕш вырăнта _ Энтепери Людмилăпа Виталий Марковсем, 3-мĕшсем _ О.Васильевăпа А.Марков (Яманчỹрелти культура çурчĕ). "Чи лайăх ансамбль" номинацире пĕр çĕнтерỹçĕ _ Хăвăлçырмари кану центрĕнчи "Шуçăм" хĕрарăмсен ансамблĕ. Шел пулин те, çак ята унăн хĕрỹ тупăшура çĕнсе илме тивмен, урăх конкурент пулман. Куракансен юратăвне вара Аслă Пăла Тимешри Л.Лепешкин тивĕçрĕ. Призлă вырăнсене йышăннă участниксемпе хăнасене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç.