Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

13 мая 2009 г.

Çав çулсен çухалмĕ чапĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин юлашки залпĕсем янăранăранпа вăхăт чылай иртрĕ. Анчах совет çыннисен фронтри паттăрлăхĕ, тылри хастар ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Аслă Çĕнтерỹ пирĕн халăхшăн çăмăл килмен. Вăрçă кашни çемьене пырса тивнĕ, вăл Раççейри нумай миллион çын пурнăçне илсе кайнă. Елчĕк районĕнчен те фронта 7 пин ытларах вăй питти çын тухса кайнă. 3795 çын тăван килĕсене таврăнайман. Тĕнче çакăн пек хаяр та юнлă вăрçă халиччен курман. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 64 çул çитнине халалланă мероприятисем майăн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун кашни ялтах концертсем иртнĕ. Район центрĕнче пурăнакансем каçхине çамрăксен "Иртни манăçмасть" митингне пуçтарăннă. Çамрăксем çар комиссариатĕнчен пуçласа Тĕп лапама çитиччен ялавсем, факелсем йăтса утнă. Çапла майпа вĕсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин фрончĕсенче пуçĕсене хунă, каярахпа пирĕнтен уйрăлса кайнă, паян пурăнакан ветерансене, тылра ырми-канми ĕçленĕ ватăсене сума сунă. Майăн 9-мĕшĕнче районти ялсенче пурăнакансем, вăрçăпа тыл ветеранĕсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăннă. Ялсенчи митингсенче вăрçăран таврăнайманнисене, каярахпа вилнĕ ветерансене, тыл ĕçченĕсене аса илнĕ, палăксем умне чечексем хунă. Аслă Çĕнтерỹ 64 çул çитнине халалланă тĕп мероприяти Елчĕкре иртнĕ. Предприятисемпе организацисен представителĕсем, ял çыннисемпе хăнисем, вăтам шкулти учительсемпе вĕренекенсем Тĕп лапама савăнăçлă митинга пуçтарăннă. Хисеплĕ вырăна вăрçă ветеранĕсем йышăннă. Вĕсен йышĕ, шел пулин те, çулсерен чакса пырать. Паянхи кун районта вăрçă ветеранĕсем 99, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсем 22, тыл ĕçченĕсем 1524 çын пурăнаççĕ. Савăнăçлă митинг Елчĕкри культурăпа кану центрĕн работникĕсем, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем театрализациленĕ представлени лартса панинчен пуçланчĕ ... Вăтам шкултан вĕренсе тухакан çамрăксем вăрçă умĕнхи вальс кĕввипе çаврăнаççĕ. Вăрçă умĕнхи тăнăç пурнăçа сăнлать вăл. Сасартăк бомбардировщиксем аялалла хăрушшăн шăхăрса анни, бомбăсемпе снарядсем çурăлни илтĕнсе каять. "Священная война" юрă сăмахĕсем мăнаçлăн илтĕнеççĕ. Ташлакан çамрăксем пĕр вырăнта хытса тăраççĕ. Салтаксен колонни утса иртет, вĕсен хыççăн - машинăсен колонни. Каччăсене хĕрсем тутăр сулса ăсатса яраççĕ. Пурнăçра çакăн евĕр пулса иртнĕ те. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, район çыннисене район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ. Уйрăмах вăрçă ветеранĕсем ăшă та сумлă сăмахсене тивĕç. Николай Петрович пурне те çирĕп сывлăх, нумай-нумай çул пурăнма ырă сунчĕ. Вăрçăра вилнисене асăнса митинга килнисем пĕр минут шăп тăраççĕ. Уявра çавăн пекех Елчĕк районĕн çар комиссарĕ С.Нестеров, ветерансен ячĕпе вăрçă участникĕ М.Абрамова, çамрăксен ячĕпе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен В.Капламова саламларĕç. Марш кĕввипе Тĕп лапамра çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисем _ çамрăк армеецсем чăн-чăн салтаксем пек утса иртеççĕ. Вăл чĕресенче Аслă Çĕнтерỹ тунă халăхшăн мăнаçлăх туйăмĕ вăратать. Çак туйăм çамрăксен чĕрисенче палăрни савăнтарать. 3-4 çулхи хĕр ача митинга хутшăннă халăх умне тухса марш кĕввипе салтак пек утрĕ те утрĕ. Аслă Çĕнтерỹ уявĕнче районти предприятисемпе организацисен представителĕсем вăрçăра вилнĕ ентешсене сума суса лартнă палăкпа обелиск умĕсене чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уява культурăпа кану центрĕн работникĕсем, искусство шкулĕнче вĕренекенсемпе преподавателĕсем, Елчĕк шкулĕн коллективĕ юрă-сăвăпа илем кỹчĕç. Юлашкинчен спорт ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Çамрăксем Аслă Çĕнтерỹ кунне тата Н.Петрова асăнса Елчĕк урамĕсемпе çуран чупрĕç. 2,2 çухрăмлă дистанцире пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчи хĕр ачасем хушшинче О.Николаева (Патреккел), М.Скворцова, М.Тарасова (Кĕçĕн Таяпа), арçын ачасем хушшинче _ Н.Николаев (Патреккел), Д.Курчин (Курнавăш), А.Скворцов (Кĕçĕн Таяпа) мала тухрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен ушкăнĕнче А.Векова, С.Емельянова (Курнавăш), В.Седова (Аслă Елчĕк), С.Аверьянов (Курнавăш), С.Петров (Елчĕк), Р.Немцев (Аслă Елчĕк) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç. Район пуçлăхĕ Н.Миллин вĕсене Хисеп грамотисем тата парнесем парса чыс турĕ. Кăнтăрла иртсен футболла выляса район кубокне çĕнсе илессишĕн финалти тĕл пулăвĕ иртрĕ. Унта Елчĕк тата Тăрăм ял тăрăхĕсен командисем вылярĕç. Çак турнира пур ял тăрăхĕсен тата Елчĕк шкулĕн командисем хутшăннă. Çапах та çỹлерех асăннă ял тăрăхĕсен командисем ăнăçлă вылянă. Финалти çĕнтерỹ Елчĕксем енче пулчĕ. Вĕсем, Тăрăмсене 10:2 шутпа çĕнтерсе, çурхи кубока çĕнсе илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика