Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çивĕччи çĕнтерет

13 мая 2009 г.

 Районти "2009 çулхи вĕренекен" конкурса хутшăнма ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртне 8-11-мĕш классенче вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, пысăк тавра курăмлă, тарăн пĕлỹллĕ 28 ача пуçтарăнчĕ. Çулсерен иртекен олимпиадăсемпе тĕрлĕ конкурссенче, викторинăсенче çĕнтернĕ ачасене чылайăшне курма пулчĕ кунта. Тупăшу 4 турпа иртрĕ. Конкурса хутшăнакансен пĕлỹ шайне шкул предмечĕсен _ тăван тавралăх, истори, спорт, музыка, культура темисене хускатакан ыйтусемпе тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслерĕç. Пурте тĕрĕс хуравсем пама тăрăшрĕç, анчах та кашни тур хыççăн вĕсен шучĕ чаксах пычĕ. Ачасем хăйсен пуçтарнă балĕсене экран çинче курса тăма пултарчĕç. Виççĕмĕш тура 6 конкурсант юлчĕ: Н.Семенов, А.Корнилова (Курнавăш), И.Шадрикова (Таяпа Энтри), О.Павлова (Чăваш Тăрăм), С.Зайцева (Кушкă), Н.Усанов (Шăмалак). "Хамăр вăйă" конкурса çĕнĕ ыйтусем çине хуравсем парса, нумайрах балл пуçтарса, финала Н.Семенов, И.Шадрикова, О.Павлова тухрĕç. Вĕсем, чăнах та тарăн пĕлỹллĕ, анлă тавра курăмлă, пултаруллă пулнине "Малалла..." конкурс тĕрĕслерĕ. Ачасен икĕ минут хушшинче тĕрлĕ ыйтусем çине хурав парса ытларах балл пуçтарас тĕллев пулчĕ. Çапах та Чăваш Тăрăмĕнчи 9-мĕш класра вĕренекен Ольга Павлова пĕлỹ шайĕпе пуринчен те çивĕчрех, вăр-вартарах пулнине çирĕплетсе пачĕ, 2009 çулхи "Çулталăк вĕренекенĕ" ята çĕнсе илчĕ. Таяпа Энтри шкулĕнчи Инна Шадрикова та çĕнтерỹçĕрен чылай кая юлмарĕ. Пĕр балл сахалрах пуçтарса иккĕмĕш, Курнавăш шкулĕнчи Николай Семенов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Финалистсем район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн Хисеп хучĕсемпе хаклă парнисене тивĕçрĕç. Çакна та каласа хăварма кăмăллă. Ытти çулхисемпе танлаштарсан, кăçалхи конкурса çĕнĕ меслетпе тата технологипе усă курса ирттерни ăна тата та илем кỹчĕ, ачасене хавхалантарчĕ, ыйтусене хуравлама та пысăк кăмăл-туйăм çуратрĕ. "Илемлĕ сăмах" кружока çỹрекен ачасен сăвă-юрă парни те вырăнлă пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика