Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк фейăсем сцена çинче

13 мая 2009 г.

Илемлĕх _ пысăк вăй тесе ыт ахальтен каламан пулĕ çав. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче иртнĕ "Пĕчĕк фея" конкурс çакна çирĕплетсе панă та. Ача-пăча садне çỹрекен 3 çултан пуçласа 6 çула çитичченхи хĕр пĕрчисем хутшăннă унта. Елчĕкри "Солнышко", "Чебурашка", Вăрăмхăвари "Солнышко", Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача сачĕсен пирĕштийĕсене пĕринчен теприне ытармалла мар. Пĕчĕкренех сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартакан хĕр пĕрчисем программăна "Визит карточкипе" уçнă. Кашни çемье конкурсанткăсемпе паллаштарнă. "Музыка номерĕнче" ачасем юрланă, ташланă, сăвăсем вуланă. Тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтерсе Елчĕкри "Солнышко" садикри Юлиана Васильева "Пĕчĕк фея" ята çĕнсе илнĕ. Ытти хĕр пĕрчисем те ятарлă ятсене тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕне тата конкурса хутшăннă кашни хĕр ачана корона тăхăнтартнă, лентăсем çакса янă, призсемпе, грамотăсемпе чысланă. Мероприятие ирттерме пулăшнă спонсорсем _ "Родник" лавкка, "ЭлектроНикс" салон ертỹçисем ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика