Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна шанăç паракансем

13 мая 2009 г.

 Районти тĕп больницăри хирургсен ăсталăхĕ пирки илтмен çын та çук пулĕ районта. Хирурги уйрăмĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсем _ Николай Патшин, Владимир Петров, дежурнăй-хирург Владимир Катайкин тата çамрăк травматолог Алексей Иванов чирлисене ура çине тăратассишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ. Уйрăмра 14 медицина сестри, 14 санитарка. Вĕсен кулленхи ĕçне йĕркелесе, контрольлесе тăраканни вара_аслă медсестра.1979 çултанпа хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать Тамара Мальцева. Ĕçтешĕсенчен çирĕп ыйтать вăл. Çавăнпа та уйрăмра яланах таса та çутă,чирлисене тимлĕх пысăк. Медсестрасенчен улттăшĕ аслă, тепĕр улттăшĕ пĕр-ремĕш категориллĕ. Вĕсем квалификацие ỹстерсе пыраççĕ, ятарлă курссенче пĕлĕве ỹстереççĕ. Кашнийĕн сертификат пур. Тамара Беляева, Елена Иванова, Светлана Захарова, Галина Яковлева медсестрасен стажĕ виçĕ теçетке çулпа танлашать. Сăваплă профессие ыт ахальтен суйласа илмен вĕсем. Паллах, çынна сыватас, пулăшас кăмăл пысăк пулнăран. Медицина сестрисемпе танах санитаркăсем те чирлисене ура çине тăратассишĕн тимлеççĕ. Операци санитаркисен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Нина Большакова, Светлана Пасхина чăннипех те тăрăшулăх кăтартаççĕ.Надя Кушманова официантка, Алиса Немцева, Светлана Агеева пост санитаркисем, сурансене çыхакан Ирина Мохова, Светлана Елкина сестра-хозяйка çинчен сипленекенсем яланах ырă тă ăшă сăмахсем калаççĕ. Кун пирки вĕсем ятарласа уçнă кĕнеке çине çырса хăвараççĕ. Коллектив туслă, пурте хăйсен тивĕçне чунтан пурнăçлаççĕ. Çавăнпа хирурги уйрăмĕ çинчен районта ырă ят çỹрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика