13 мая 2009 г.
Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан Евлампия Ивановна Казакова çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Сумлă юбилей ячĕпе ăна район пуçлăхĕ Н. Миллин, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ И.Аникина, РФ Пенси фончĕн Елчĕкри уйрăмĕн ертỹçи З.Яковлева, ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Спиридонова, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Воробьев, ял старости Г.Туманов тата ыттисем саламланă. Евлампия Ивановна патвар çỹрет, ăс-тăнĕ те çивĕч. Мăнукĕсем патĕнче хĕл каçрĕ пулин те çу кунĕсене килĕнчех ирттересшĕн. Сывлăхĕ аптрамасть-ха унăн. Хĕрĕпе ывăлĕ амăшне хăйсем патне чĕнеççĕ, анчах ватă тĕп килтех пурăнасшăн. Шкул ачисем пĕр ĕмĕр пурăнакан хисеплĕ ватă ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарнă. Çĕр çулхи юбилей Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан Евлампия Ивановна Казакова çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Сумлă юбилей ячĕпе ăна район пуçлăхĕ Н. Миллин, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ И.Аникина, РФ Пенси фончĕн Елчĕкри уйрăмĕн ертỹçи З.Яковлева, ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Спиридонова, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Воробьев, ял старости Г.Туманов тата ыттисем саламланă. Евлампия Ивановна патвар çỹрет, ăс-тăнĕ те çивĕч. Мăнукĕсем патĕнче хĕл каçрĕ пулин те çу кунĕсене килĕнчех ирттересшĕн. Сывлăхĕ аптрамасть-ха унăн. Хĕрĕпе ывăлĕ амăшне хăйсем патне чĕнеççĕ, анчах ватă тĕп килтех пурăнасшăн. Шкул ачисем пĕр ĕмĕр пурăнакан хисеплĕ ватă ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарнă.