13 мая 2009 г.
Çу уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13102 гектар (104 процент) акнă. Пурĕ 87 гектар пахча çимĕç акнă. Çав шутран кишĕр _ 87 гектар ("Аранчеево" ОООра, "Родник", "Рассвет", "Кушкă", "Гладковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче), хĕрлĕ чĕкĕнтĕр _ 67 гектар ("Родник", "Рассвет", "Комбайн", "Кушкă" ЯХПКсенче, А.В.Скворцов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче). Пĕр çул ỹсекен курăксене 3100 гектар акнă. 431 гектар çĕр улми лартнă. "Слава картофелю - Яльчики" агрофирмăра (110 гектар), "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче (120 гектар), "Сатурн" ЯХПКра (40 гектар) "иккĕмĕш çăкăра" лартас ĕç вĕçленнĕ.