13 мая 2009 г.
Ĕнер район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Чи малтанах район пуçлăхĕ Аслă Çĕнтерỹ кунне районта мĕнле уявланине тишкернĕ. Вăл çỹллĕ шайра, йĕркеллĕ иртсе кайнă. Н.Миллин çакăншăн йĕркелỹ комитечĕн ертỹçине Л.Левыя, членĕсене тав турĕ. Умра тепĕр уяв _ Акатуй, ĕçпе юрă тата спорт уявĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх ăна çурхи ĕçсем вĕçленнĕ, çурхи культурăсем шăтса тухнă хыççăн йĕркелеççĕ. Район пуçлăхĕ канашлăва хутшăннисене çак куна палăртассипе хăйсен шухăшне пĕлтерме ыйтрĕ. Акатуя çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирттерни вырăнлă тесе йышăнчĕç. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе ăна йĕркелесе ирттерсе ярассишĕн яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Çапах та унччен çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа вĕçлемелле. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине "Звезда" ОООсăр пуçне ыттисенче вĕçленĕ. Кăçал Ленин ячĕллĕ хуçалăхра та усă курман çĕр лаптăкĕсем юлмаççĕ. Анчах кунта сенаж валли пĕр çул ỹсекен культурăсене акса хăварасси кая юлнă. Ăна вара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемпе пĕр вăхăтра акмалла. Çакă вырмана тухиччен сенаж хывса хăварма май парать. Тунти кун тĕлне 431 гектар çĕр улми лартнă. Малтан ăна 850 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă. Н.Ильина çĕр улми лаптăкне 1000 гектара çитерме майсем пуррине каларĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин çĕр улмине лайăх хатĕрленĕ çĕр çине васкавлă лартса хăвармаллине асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăран вĕренмелле. Кăçал йĕркеленнĕ хуçалăх сахал йышпах малтан палăртнă лаптăкра "иккĕмĕш çăкăра" лартса хăварнă. "Сатурн", "Победа" хуçалăхсем сăвакан ĕнесене кĕрхи культурăсен анисем çине кăларнă. Çакă сăвăмра та палăрать. "Победа", акă, паянхи кун пĕр ĕнерен 23,8 килограмм сĕт сăвать, укçа-тенкĕ енчен тупăш курать. Районĕпе вара 14,3 килограмм, пĕлтĕрхинчен 1,1 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ В.Викторов криминаллă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Хăрушă преступленисене регистрацилемен пулин те, эрех ĕçсе вилнĕ, пушар тухнă, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнĕ тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Канашлура ăпăр-тапăра пуçтарас, тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусене те хускатнă.