Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă вĕçленĕ

13 мая 2009 г.

 "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă. Яваплăх туйăмĕ те пысăк вĕсен. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине асра тытса кунта 525 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи кĕске вăхăтра акса хăварма пултарчĕç. Сăмах май, хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене темиçе çултанпа технологи колейипе усă курса акаççĕ. Тĕш тырă культурисене акса пĕтернĕ кунхинех çĕр улми лартма тухрĕç. Вăл 30 гектар çинче пулать. Кооператив ертỹçи Юрий Мясников çурхи уй-хир ĕçĕсем кал-кал, ăнăçлă пулса пыни çинчен савăнса каласа кăтартать. Кунта хĕрỹ тапхăр валли малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ: ял хуçалăх техникине лайăх пахалăхпа юсанă, вĕсене ĕçлеттерме чи шанчăклă çынсене çирĕплетнĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсене, минераллă удобренисене çителĕклĕ таран туяннă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене Валерий Сергеев тата Виталий Кириллов агрегачĕсем акнă. Александр Волков, Владимир Яковлев, Николай Филиппов, Александр Яковлев, Владислав Старостин, Юрий Трофимов сеяльщиксем пулса тăрăшнă. Николай Афанасьевпа Василий Егоров, Михаил Александров хире вăрлăх турттарнă. Сергей Баймушкин, Михаил Петров, Владимир Петров, Валерий Иванов çурхи культурăсене акма çĕр хатĕрленĕ. Пĕр çул ỹсекен курăксене пурĕ 158 гектар, çав шутран 100 гектар çинче нимĕç пăрçипе хутăш урпа акса хăварнă. Унран выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма паха апат _ тĕш тырă сенажĕ хатĕрлеççĕ. Çĕр улмие халĕ юлашки гектарсем çинче лартаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика