08 мая 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртнине асра тытса "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 705 гектар çинче акса хăварма пултарчĕç. Иртнĕ çул унăн лаптăкĕ 547 гектар йышăннăччĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче кашни çул май пур таран элита репродукцири вăрлăхсене ĕçе кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхинче "Тандем" урпа, "Эстер" тулă вăрлăхĕсемпе усă курнă. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнчи палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен, чи малтан, элита репродукцири вăрлăхсене ытларах акса хăварассипе тимлемеллине, тухăçлăха ỹстерес тĕллевпе çĕре минераллă удобренипе апатлантармаллине хуçалăхра лайăх ăнланаççĕ. Тĕш тырă культурисене акнă çĕрте Анатолий Андреев (иккĕмĕш бригада), Владимир Абрамов (пĕрремĕш бригада), Борис Соловьев (виççĕмĕш бригада) агрегачĕсем уйрăмах тухăçлă ĕçленине палăртма кăмăллă. Хальхи вăхăтра кунта вăрлăхлăх çĕр улми касаççĕ, ăна паян-ыранах акма тухаççĕ.