Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Театр тĕнчинче" фестиваль вĕçленнĕ

08 мая 2009 г.

Елчĕкри культурăпа кану çуртĕнче "Театр тĕнчинче" фестивале хупса ялсенчи драма кружокĕсен коллективĕсем спектакль хыççăн спектакль кăтартнă. Çĕр ĕçченĕн тата Çамрăксен çулталăкне халалланă уява ял тăрăхĕсенче ăсталăхпа палăрнă артистсем килнĕ. "Чи лайăх хĕрарăм ролĕ" ята Кỹлпуçри М.Ляленко çĕнсе илчĕ. "Камăн мĕнле телей" спектакльте вылянă вăл. Вăрăмхăвасем "Ик айкки те тăвайкки" спектакле ăнăçлă лартса панă. В.Перцев культура ĕçĕнче палăрмалла ỹсĕмсем тунăшăн грамотăна тивĕçнĕ. "Чи лайăх режиссер ĕçĕ" ята Кĕçĕн Таяпари "Салтакăн та чĕри чул мар" спектакле хатĕрленĕшĕн Г.Григорьева тивĕçнĕ. Тăрăмсем "Чи лайăх музыка спектаклĕ" ята çĕнсе илнĕ. "Чи лайăх арçын ролĕ" ята ял хуçалăхĕнче вăй хуракан Н.Тимофеев йышăннă. Елчĕкри халăх театрĕ сцена çине "Туй кукăлĕпе" тухнă. Н.Ишмуратова режиссерăн пĕрремĕш ĕçĕ вăл. Елчĕксем "Чи лайăх декораци" номинацире çĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика