Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн Çĕнтерỹ мухтавлă

08 мая 2009 г.

Пирĕн Çĕнтерỹ мухтавлă Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 64 çул çитрĕ. Юрăхсăра тухнă çĕрсем çинче çĕнĕрен тыр-пул çитĕнме тытăнчĕ, вăрмансем чĕрĕлчĕç, ишĕлчĕксем айĕнче çутă хуласемпе ялсем çĕкленчĕç, мирлĕ вăхăтра темиçе ăру çуралса çитĕнчĕ. Çĕршыв пурнăçĕнчи çак паллă событи яланах çынсен асĕнче, çав çулсене сăнласа нумай сăвă-юрă хывнă, вĕсем халăх хушшинче анлăн сарăлнă, ĕмĕрлĕхех çынсен чун-чĕрисене кĕрсе вырнаçнă. Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 65 çул çитнине халалласа халăх творчествин Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ салючĕ" фестивалĕ иртет. Çакăн çинчен Чăваш Республикин халăх творчествин çурчĕн директорĕ Лия Чернова каласа кăтартать. _ Çĕнтерỹ уявĕ сирĕншĕн мĕне пĕлтерет? Эсир ăна еплерех кăмăлпа кĕтсе илетĕр? _ Çĕнтерỹ кунĕ пуриншĕн те, тĕрлĕ ăрури çынсемшĕн, чи яваплă, тĕп уяв шутланать. Паян çамрăксене патриотла воспитани парасси пирки нумай калаçаççĕ. Анчах компьютер вăййисем тата телевиденипе кăтартакан тĕрлĕ шоу-программăсене курса çитĕнекен хальхи çамрăк ăрăва чĕнсе каланисемпе тата тĕрлĕ лозунгсемпе паллаштарнипе анчах патриотла воспитани пама çук. Ку чухне çамрăксен кăмăлне çавăрмалли, вĕсен чунĕсене тивĕçтерекен кăсăклă мероприятисем йĕркелемелле. Тăван ял, ялти ырă, пархатарлă ĕçпе палăрнă, пире пурăнма, юратма май туса панă, çĕнтерĕве çывхартнă çынсем çинчен ытларах каласа кăтартмалла. _ Кăçал Чăваш Ен халăх творчествин Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ салючĕ" фестивальне ирттерес тĕлĕшĕпе мероприятисен регионти центрĕ пулса тăрать. _ Çĕршывăн пур регионĕнче те "Çĕнтерỹ салючĕ" фестивале ирттерессипе анлăн ĕçлеме пикеннĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл чи малтан Волгоград хулинче пуçланчĕ. Иртнĕ çул Чулхулара иртнĕ çакăн евĕрлĕ фестивальте Чăваш Республикинчи делагаци хатĕрленĕ "Салтак _ яланах салтак" творчество программине Атăлçи федераци округĕнчи регионри чи лайăх программа тесе палăртнăччĕ. Халăх творчествин çурчĕ ертсе пынипе ăна халăх ташшисен "Сувар" ансамблĕ, "Уяв" халăх фольклор ансамблĕ, "Премьер" вокал студийĕ, Я.Ухсай ячĕпе хисепленекен Культура керменĕнчи ветерансен хорĕ, Куславкка хулинчи Владимир Никифоров, Шупашкарти Гавриил Возяков солистсем, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн актер уйрăмĕнче вĕренекен студентсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех эпир хамăрăн концерт номерĕсене Мускавра _ Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен культура центрĕн залĕнче, Мускав çар округĕн тата çар академийĕн çар чаçĕсенче кăтартнă. Фестиваль çĕршыври мĕнпур хулапа ялта иртет, пирĕн республикăра вăл кăçалхи юпа уйăхĕнче пулать. Чăваш Республикине Пушкăрт, Мордва, Тутар, Удмурт республикисенчен, Пермь, Киров, Чулхула, Оренбург, Пенза, Самар облаçĕсенчен, Атăлçи федераци округĕнчи тата ытти регионсенчен хăнасем килсе çитеççĕ. Чи лайăх творчество коллективĕсемпе уйрăм солистсем 2010 çулта Аслă Çĕнтерỹ пулнă ятпа 65 çул çитнине халалласа Мускавра ирттерекен уява хутшăнаççĕ. _ Хальхи вăхăтра республикăра "Çĕнтерỹ салючĕ" фестивале халалланă мĕнле мероприятисем иртеççĕ? _ Республикăри фестиваль çак ятпах иртет. Вăл "Нельзя забыть весенний этот день" ятпа йĕркеленĕ ветерансен пултарулăх ушкăнĕн, "Из дому вышел _ поклонился...", "Эхо Победы" тата ытти конкурссемпе патриотла воспитани парассипе çыхăннă фестивальсене пĕрлештерет. _ Палăртнă мероприятисенче хăш коллективсем пуçаруллă, пултаруллă пулнине палăртатăр? _ Халăх творчествине кăмăллакансен йышĕнче, яланхи пекех, чи малта _ ветерансем. Вăрçă çулĕсенче пурăннă çынсем "Нельзя забыть весенний этот день" фестивале те хастар хутшăнчĕç. Республикăри кашни районти, хулари коллективсене, уйрăм юрланă çынсене палăртма пулать. _ Чăвашсен вăрçă темипе, салтака ăсатнипе çыхăннă йăла-йĕркисем, традицисем сыхланса юлнă-и? _ Паянхи кун историне çĕнĕлле çырма тăрăшаççĕ пулин те, астăвăм, йăх, çемье ăнлавсем вĕсем ĕмĕрлĕхе. Йăла-йĕрке, юрă-кĕвĕ, традицисем урлă ăруран ăрăва чи хакли, чи кирли куçса пырать. Шел пулин те, куç умĕнчех ĕлĕкхи юрăсемпе вĕсене юрлакансем чакса пыраççĕ. Паллах, вĕсене вăрçă вăхăтĕнчи ачасем астăваççĕ-ха. Пирĕн вĕсен хаклăхне ăнланса упраса хăвармалла, пулас ăрусене парса хăвармалла. Çак тĕллевпе эпир пĕрремĕш хут Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи халăх юррисене юрлакансен "Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм..." ("Из дому вышел _ поклонился...") республикăри фестиваль-конкурсне йĕркелерĕмĕр. Фестиваль куракансемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ, ун çинчен питĕ нумай çырчĕç те. Пĕр сцена çине халăх фольклор коллективĕсем, студентсем, ачасем тухни чăннипех те аван. Рекрутсен, мăшăрне çухатнă арăмсен, тăлăх ачасен юррисем янăрарĕç фестиваль-конкурсра, "Салтака ăсатни" йăлан йĕркине кăтартса пачĕç. Юратнă çынсене çухатнă çемьен, ывăлĕсене çухатнă амăшĕсен ыратăвне сцена çинче питĕ ĕненмелле те чуна ыраттармалла кăтартма пултарчĕç конкурсантсем. Фестиваль темиçе тапхăрпа иртрĕ: районти ялсенче тата центрсенче. Патăрьел районĕнчи "Çăлкуç" тата Шăмăршă районĕнчи "Шуçăм", "Ахаяс", Елчĕк районĕнчи "Шанăç" фольклор коллективĕсем, Йĕпреç районĕнчи "Эревет", ача-пăча фольклор ансамблĕ "Шăнкăрма", Канаш районĕнчи "Шевле", Тăвай районĕнчи Вырăс Тăрăмĕнчи культура çурчĕн коллективĕсем юрлас ăсталăх çỹллĕ шайра пулнине кăтартса пачĕç. Чылай фольклор ансамблĕ вырăнти традицие кĕнĕ йăла-йĕркесене ăнăçлă сăнларĕ. Шупашкар хулинчи "Уяв", Комсомольски районĕнчи "Каçал" ансамбльсем пысăк пултарулăх кăтартрĕç. Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищин "Халăх хорĕн руководителĕ" уйрăмĕнче вĕренекенсем вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене юрлани куракансене те, жюри членĕсене те кăмăла кайрĕ. Пултарулăх коллективĕсен руководителĕсем чăвашсен ĕлĕкхи тумтирне тупас, вырăнти йăла-йĕркене, ташă-юрăсене аса илсе чĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернине палăртмалла. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти фестивалĕн гала-концертне хутшăнакан коллективсен ертỹçисемпе семинар-канашлу иртĕ. Республика кунне уявланă чухне кăтартма хатĕрленĕ театрализациленĕ представленин тĕп ыйтăвĕсемпе режиссурине тишкерĕпĕр унта. Фестиваль итогĕсем тăрăх çак "иккĕмĕш пурнăç" илнĕ тĕлĕнмелле юрăсен пуххине кăларас тĕллевсем пур. _ Фестивале ача-пăча коллективĕсем хутшăнаççĕ-и? _ Сцена çинче ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те хутшăнсан, вĕсен хушшинчи ăрусен, вăхăтăн çыхăнăвĕ курăнсан чăннипех те кăмăллă. Çакна "Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм" фестиваль те кăтартса пачĕ. Пинрен те ытларах ташăçăна хореографи коллективĕсен "Ташша яра пар" республикăри фестиваль-конкурсĕ пĕрлештерчĕ. Вĕсем халăх, бал, классика тата хальхи вăхăтри ташăсемпе паллаштарчĕç. Фестиваль участникĕсем кăтартнă пĕлỹ, хăнăху, пултарулăх тĕслĕхĕсем пирĕн талантлă, тивĕçлĕ çамрăк ăру çитĕннине çирĕплетрĕç. Фестивальсен чи лайăх участникĕсем Республика кунĕнче иртекен гала-концертсене хутшăнма хатĕрленеççĕ. Халĕ ача-пăча художество пултарулăхĕн, театр тата драма коллективĕсен республикăри фестивалĕсен пĕрремĕш тапхăрĕсем, муниципалитетсенче творчество отчечĕсем, смотрсем, конкурссем, выставкăсем тата ытти фестиваль мероприятийĕсем иртеççĕ. Çав вăхăтрах пурте халăх пултарулăхĕн "Çĕнтерỹ салючĕ" фестивалĕ пирĕн ирĕклĕ, мирлĕ пурнăç çĕнсе илнĕ халăхăн паттăрлăх, хастарлăх, хăюлăх символĕ пулнине ăнланаççĕ. Пурне те, чи малтанах, паллах, ветерансене пысăк уяв _ Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлас, çирĕп сывлăх, телей, Раççейĕн патшалăх хăватне çирĕплетес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлеме сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика