Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă - инкек, куççуль, çухату…

08 мая 2009 г.

 Çĕнтерỹ пĕр аслă юрă, Пĕр уяв пек пуличчен Тар та юхрĕ, юн та юхрĕ, Пуçĕпе пĕтни миçен!... (Петĕр Хусанкай) "Вăрçă" сăмах ытла та хăрушшăн, сиввĕн илтĕнет: чуна çỹçентерет, кăмăла хуçать, чун-чĕрене ыраттарать, сехрене хăпартать. Кирек мĕнле вăрçă та куççульсĕр, çухатусăр пулмасть. Пур вăрçă та хурлăхлă йĕр хăварать. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинех илер. Ытла та ирсĕр тăшман тапăннă пирĕн çĕршыв çине. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирпе тапăнас чух нимĕç салтакĕсене çакăн пек памятка валеçсе панă: "… вырăс çыннисене пурне те вĕлер: салтак-и вăл е вăл хĕрарăм, хĕр ача е арçын ача - хĕрхенсе ан тăр, вĕлер. Çапла тусан хăвна вилĕмрен хăтаратăн, çемйỹн малашлăхĕшĕн тăрăшатăн тата хăвна ĕмĕрлĕх мухтава кăларатăн". Авă епле хăрушă тĕллев тытнă Гитлер! Ахальтен мар ĕнтĕ Стихван Шавли хăйĕн "Гитлер çамки çине" сăввинче çак сĕмсĕр те хапсăнчăк çынна: "Палач! Çăхан! Хурах! Эсрел!" - тет чĕререн тарăхса та чунтан кураймасăр. Кашни нимĕç фашистĕнчех чунсăрлăх, çăткăнлăх хуçаланнă. Вĕсен чунĕсенче пĕр чĕптĕм хĕрхенỹ туйăмĕ те пулман. Мĕн чухлĕ çынна персе вĕлернĕ, мĕн чухлĕ çынна çунтарса янă, мĕн чухлĕ çынна концлагерьсенче асаплантарнă… Нимĕç "йыттисем" пирĕн халăха кỹнĕ инкек-синкеке, терт-асапа каласа та пĕтерес çук. Чăваш çыравçисем вăрçă çинчен сахал мар хайлав çырнă. Вĕсене вуласан пăлханса каятăн, асап, çухату тỹснĕ сăнарсемпе пĕрле хурланатăн, йĕретĕн. Максим Данилов-Чалтун хăйĕн "Лизавета Егоровна" калавĕнче тăван халăхăн паттăрлăхĕ иксĕлми, чăтăмлăхĕ çирĕп, шухăш-кăмăлĕ таса та илемлĕ пулнине тата фашист оккупанчĕсен тискерлĕхне кăтартнă. Ăста ертỹçĕ колхозниксене вылăх-чĕрлĕхе аяккарах ăсатма, тырă-пулла пытарма хушать. Нимĕç салтакĕсем Лизавета Егоровнăна вĕлермен, унăн икĕ куçне те хĕртнĕ пăшатанпа тĕксе шăтарнă. Сĕм суккăр юлнă пулсан та шанчăкне çухатман Лизавета Егоровна. "Кирлĕ пулсан вилсе çĕр айне кĕричченех тăшманпа кĕрешме хатĕр",- тенĕ хастар чунлă хĕрарăм. Хветĕр Уяр пултарулăхĕнче те вăрçă синкерĕ сăнланнă. Вăл хăйĕн "Тăвансем кĕтеççĕ" калавĕнче пĕчĕк Стасикăн телейсĕр кун-çулĕпе пỹкле вилĕмĕ çинчен чуна çỹçентермелле çырса панă. Л. Агаков "Юрă пурĕпĕр янранă" калавĕнче те фашистсен тискерлĕхне пула çамрăк партизанкăн ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлни çинчен çырнă. Чăваш çыравçисен вăрçă çинчен çырнă кашни хайлавĕнчех 1418 куна пынă хаяр вăрçă халăхшăн мĕн тери йывăр та хăрушă, тискер те асаплă пулнине куратпăр. Миллионшар çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă хура кунсем халăх асăнчен нихăçан та тухмаççĕ. Вăрçă вăл çĕр йăтайми инкек, хурлăхлă куççуль, ĕмĕрлĕх çухату… Вăрçă пуçлансанах пĕтĕм совет халăхĕ пекех Таяпа Энтрисем те çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Хальхи вăхăтра сывă пурăнаканнисем те сахал ĕнтĕ. Сăмахăм ялти чи ватă та сумлă çыннăмăр Карсаков Владимир Иванович çинчен. Ун çине пăхсан 97 çулта тесе те калаймăн. Вашаватлă та ырă кăмăллă, çивĕч ăс-тăнлă ватă хальхи пурнăçпа тан утать. Кашни тĕл пулура вăл çамрăк ăрăва пил парать: "Тĕнче тикĕс тăтăрччĕ. Вăрçă-харçăран Турă сыхлатăрччĕ пире".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика