Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронтра та юрланă

08 мая 2009 г.

Николай Павлович Миронов 1924 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çуткỹл ялĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă, Çуткỹл шкулĕнче 41 çул пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. Вăрçăра 13-мĕш стрелковăй дивизин 48-мĕш артиллери полкĕпе пĕрле Ленинград блокадине татнă çĕре хутшăннă. 2-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче Прагăна ирĕке кăларичченех çапăçнă. "1944 çулхи çулла Финляндинче çапăçусем пыратчĕç. Эпир çĕнĕ çапăçу вырăнне çитме вăрманпа пыратпăр. Сасартăк, янкăр кун аçа çапнă пекех, "нимĕçсем!" тесе кăшкăрни янраса кайрĕ. Пирĕнпе пĕрле пыракан Мельников капитан машина кабининчен сиксе тухрĕ те пире оборона йышăнма команда пачĕ. Мана аппарата çыхăнтарма хушса хăварчĕ, хăй малти линие чупрĕ (Н.П.Миронов радиотелеграфист пулнă). Эпĕ вăл хушнине пурнăçларăм. Çак çапăçура финсен çĕнĕ танкеткине тытса илтĕмĕр. Хăюлăх кăтартнăшăн мана "За отвагу" медальпе наградăларĕç", _ çырнă Николай Павлович хăйĕн аса илĕвĕнче. 1945 çулхи утă уйăхĕнче Миронов ефрейтора пĕрремĕш Украина фронтĕнчи çарсен командующийĕ И.Конев алă пусса тав çырăвĕ панă. Н.П.Миронов Аттелĕхĕн Аслă вăрçин II степень орденне, "За оборону Ленинграда", "За взятие Праги", "За победу над Германией" тата ытти юбилей медалĕсене илме тивĕç пулнă. Шкулти музейра Н.П.Мироновăн наградисем, тĕрлĕрен докуменчĕсем упранаççĕ. Вĕсем хушшинче салтак альбомĕ те пур. Унта вăл тĕрлĕ сăвă-такмаксене, юрăсене çырса пынă. Юрă _ чун уççи тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ çав. Юрă-кĕвĕ кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика