08 мая 2009 г.
Шкул музейĕнчи "Вăрçа манма юрамасть" алăпа çырнă кĕнекере Çуткỹлпе Вырăскасси ялĕсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пурнăç çинчен каласа паракан аса илỹсем упранаççĕ. Димитрий Герасимович Воронов 1919 çулта Çуткỹл ялĕнче çуралнă. 1939 çулта çар службине кайнă. "Канмалли кунччĕ. Ирхине 3 сехетре старшина "Подъем! Боевая тревога!" тесе пĕлтерчĕ. Эпир пурте хăвăрт сиксе тăрса малтанах хатĕрленĕ çар позицийĕсене чупрăмăр. Унта эпир Тăван çĕршыв çине фашистла Германи çарĕ хурахла тапăнни çинчен пĕлтĕмĕр. Ку Волын облаçĕнче пулчĕ. Хула çийĕн нимĕç самолечĕсем хурчкасем пек явăнаççĕ. Пурĕ 18 самолет бомбăсем пăрахма пуçларĕ. "Открыть огонь по самолетам!" _ команда пулчĕ. Тата кăшт тăрсан 58 самолет хула çийĕн явăнма пуçларĕ. Хула çунать, çуртсем ишĕлеççĕ. Çав каçхине хамăн çывăх юлташа Савяенко хушаматлă Алтай каччине йывăр амантрĕç. Урнă нимĕçсем çĕрле те чарăнма пĕлмеççĕ. Эпир дежурствăра тăратпăр. Хушăран нимĕçсем çĕрле çутатакан ракетăсем яраççĕ, кăнтăрлахи пек çутă пулса каять. Салтаксене 300-шер грамм çăкăр, кĕрпе е типĕтнĕ çĕр улми паратчĕç. Выçăлла тенĕ пек çĕрне-кунне пăхмасăр çапăçнă, пурпĕрех чăтнă. Пĕтĕм тавралăх вут-çулăм ăшĕнче. Самолет, тупă, пулемет кĕрлевĕ чарăнма пĕлмест. Тỹпе курăнмасть те. Эпир 5 çухрăм каялла чакрăмăр. Пире ик еннелле уйăрса ячĕç. Пирĕн Стыр шывĕ урлă каçмалла пулчĕ. Киверцы ятлă станцине çитрĕмĕр. Йĕри-тавра çунать. Малалла кайнăçемĕн патронсем, çимеллисем шыратпăр. Пĕр складран сахăр, сухари тупса тухрăмăр. Самолетсем бомба пăрахма чарăнмаççĕ. Пĕр çурт патĕнче 3 нимĕç диверсантне тытрăмăр. Командирсем пире хуларан нимĕçсене хăваласа кăларма ярасшăн. Пирĕн вара хĕç-пăшал сахал. Киеври "Арсенал" завода хĕç-пăшал илме ячĕç. Тепĕр хут фронта кĕретпĕр. Киев хулине нимĕçсем çавăрса илчĕç. Днепр урлă каçса каялла чакрăмăр. Воронежра авиаци завочĕ пур, унта поездпа илсе çитерчĕç. Эпир завода, чукун çула сыхлатпăр. Воронеж хулине çуррине нимĕçсем çавăрса илчĕç. Тăшман аллине юлнă хуласемпе ялсемшĕн, уй-хирти ешерсе ỹсекен тырă-пулă ирсĕр фашистсен атти айне пулнăшăн чун ырататчĕ. Вăрçăра нумай вăхăт траншейăсенче, çĕр пỹртсенче шăннă, плащ-палаткăпа пĕркенсе вăйлă çумăр айĕнче выртнă, пĕрре кăна мар пăрлă шыв урлă каçнă. Пурне те каласа пĕтерес çук. 1942 çулхи раштав уйăхĕнче çар ĕçне çирĕпрех вĕренме Мускава ячĕç. 1943 çулхи çурла уйăхĕнче Курск облаçĕнче Прохоровка патĕнче оборонăра тăнă. Нимĕçсене хăвалама пуçларăмăр. Днепр, Буг шывĕсем урлă каçрăмăр. Сандамир плацдармне хỹтĕлерĕмĕр. Ун хыççăн Польшăра çапăçрăмăр. Прага хулинче вăрçă вĕçленчĕ. Çĕнтерỹ кунне те унтах кĕтсе илтĕм. Мĕн тери пысăк савăнăç. 1946 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче киле таврăнтăм", _ аса илнĕ ветеран. 1948 çулта Дмитрий Герасимович авланнă, çемье çавăрнă. Хăйĕн юратнă мăшăрĕпе Мария Павловнăпа 7 ача пăхса çитĕнтернĕ. Колхозра счетовод, кладовщик пулса ĕçленĕ. Вăрçăра "За отвагу", "За боевые заслуги", "За Победу над Германией", "За освобождение Праги" медальсем илме тивĕç пулнă.