Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арçынсенчен чи ватти шутланать

08 мая 2009 г.

Арçынсенчен чи ватти шутланать Аслă Елчĕкри Ефстафий Ефстафьевич Немцев вăрçă ветеранĕ. Çурла уйăхĕнче 89 çул тултарать вăл. Ял ачи мĕн пĕчĕкренех ĕçе кỹлĕннĕ. Елчĕкри МТСра тимĕрçĕ тивĕçне 15 çулта чухнех пурнăçлама тивнĕ ăна. 1940 çулта Е.Немцева çар хĕсметне кайма хут килнĕ. Вăрçă пуçлансан 4-мĕш авиаполкра, 212-мĕш авиабазăра тимĕрçĕ валли ĕç тупăнсах тăнă. Мастерскойра 9 салтак самолетсене пĕр вĕçĕм юсанă. Вăрçă çулĕ Ефстафий Ефстафьевичшăн вăрăм та асаплă пулнă. Миçе хутчен вилĕмрен хăтăлнине шутласа та кăлараймасть ветеран. _ Çиес çăкăр пулчĕ маншăн, выçăллă-тутăллă кунсем, çĕрсем, шартлама сивĕ талăксем мĕн чухлĕ асаплантарнă пире, çапах сывă юлнă, _ тет фронтовик вăрçă çулĕсене аса илсе. Дон çинчи Ростов, Сталинград, Крым, Севастополь хулисене ирĕке кăларма хутшăннă вăрçă ветеранĕн каласа памалли темĕн чухлех. Çапах та çулсем иртнĕçемĕн аса илỹ çăмхине сахалрах сỹтме тăрăшать фронтовик. Вĕсем чĕрене хĕсеççĕ-çке. Хăюллă та паттăр салтак вăрçă вут-çулăмĕ витĕр хĕн-асап тỹссе тухнă пулин те хăйне лăпкă тытать. Хăлхи хытăрах пулни çеç чăрмав кỹрет ăна. 90 çула çывхаракан ветеран паян та ĕçсĕр пурăнаймасть. Кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçласах тăрать. Ăста тимĕрçĕ кил картисене пĕтĕмпех тимĕртен ăсталанă. Пур япала та вырăнта Немцевсен кил-çуртĕнче. 1946 çулта вăрçăран таврăнсан Кавал хĕрĕпе _ Лидия Григорьевнăпа çирĕп çемье çавăрнă. 5 ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Иккĕмĕш ывăлĕ Валерий летчик тивĕçне пурнăçлать. Ашшĕ вăрçăра самолетсене юсани çинчен каласа пани те витĕм кỹнĕ курăнать арçын ачана. Е.Немцев вăрçă хыççăн юхăннă тăван Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра тимĕр-çĕре вăй хунă. Тимĕр-тăмăртан хуçалăхра усă курмалли хатĕрсем ăсталанă, юсав ĕçĕсем тунă. "Сельхозхимире" те чылай çул тимĕрçĕре тăрăшнă ăста алăллă фронтовик. Çĕршыв умĕнчи паттăрлăхшăн Ефстафий Ефстафьевича медальсемпе наградăланă. "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Кенигсберга илнĕшĕн" медальсем парса чысланă ăна. II степень Аттелĕхĕн Аслă вăрçин орденĕ, юбилей медалĕсем те ветеранăн кăкăрĕ çинче ялкăшаççĕ. Кĕмĕл çỹçлĕ, ăш пиллĕ салтак-ветерана Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе ăшă саламсăр епле пултăр. Тавах, сана, çĕнтерỹçĕ-салтак.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика