Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан улталанăр

06 мая 2009 г.

 Суйса, улталаса пуяс текенсем пирĕн патăмăрта, Елчĕк тăрăхĕнче те çав-çавах тĕл пулаççĕ-ха. Таврари ялсенче килĕрен киле çỹресе пысăк сумкаллă сутуçăсем тĕрлĕрен медицина приборĕсем сутнине асăрхама пулать. Çак приборсем темĕнле йывăр чиртен те сыватма пулăшнине каçса кайсах ăнлантараççĕ çакскерсем. Приборсен хакĕ тĕрлĕрен чир-чĕртен сывалма пулăшнăран хаклăрах имĕш, вĕсене пысăк хакпа сутаççĕ. Суя сутуçăсем тỹленĕ суммăн пайне страхлакан медицина компанийĕсем каялла тавăрса панине ĕнентерме пăхаççĕ. Ултав серепине çакланнисем вара ытларах ялсенче пурăнакан ватă çынсем, пенсионерсем. Вĕсем вуншарăн. Калас пулать, çỹлерех асăннă приборсемпе нимĕнле чиртен те сывалаймастăн, пустуй укçа тăкаклани çеç. Пенси çулĕнчи çынсем тăкакланă укçан пайне тавăрса пама ыйтнă тĕслĕхсем пĕрре çеç мар. Анчах та страхлакан медицина компанийĕсем çỹлерех асăннă приборсемшĕн нимĕнле укçа та тавăрса памаççĕ. "Чувашия - Мед" страхлакан компани ялсенче пурăнакансене сыхă тăма ыйтать. Киле тавар сутма çỹрекен ют çынсене шанма кирлĕ марри çинчен асăрхаттарать. Сывату учрежденине кайса врачсемпе канашласа сипленнине нимĕн те çитмест. "Чувашия _ Мед" страхлакан компанипе 66-22-26 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа çыхăнма пулать. Эксперт-врач медицина пулăшăвĕ памалли пĕтĕм ыйту çине хуравлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика