06 мая 2009 г.
Руль умне ларсан асăрханулăх пирки пĕр çеккунтлăха та манма юрамасть. Анчах та чылай водитель (паттăртарах пулас тесе-ши?) çывăхра йăрăм-йăрăм йĕрлĕ патак тытнă пакунлă çын курăнмасан хăвăртлăха палăртнă виçерен ытла ỹстерме хирĕç мар. Хăшĕ-пĕри вара руль умне ỹсĕрле ларма та шикленмест. Çакă тата çул-йĕр йĕркине пăснă ытти тĕслĕхсене пула аварисен шучĕ те кунран-кун ỹссех пырать. Эпир ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ГАИ уйрăмĕн ертỹçипе С.Красновпа тĕл пултăмăр, вулакансене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем илтĕмĕр. _ Сергей Алексеевич, районти çул-йĕрсем çинче паянхи кун мĕнле лару-тăру? _ Кăçалхи 3 уйăхра район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче 2 авари регистрациленĕ. Вĕсенче 1 çын вилнĕ, 4-шĕ аманнă. Аварисен тĕп сăлтавĕ автотранспорт йышĕ çулсерен ỹссе пынинче, водительсен çăмăлттайлăхĕнче, çавна май çул-йĕрĕн ансат правилисене пăхăнманнинче. Кун пирки эпир "Елчĕк ен" хаçатра кашни уйăхрах тĕплĕн çыратпăр. _ Чылай чухне аварисен тĕп сăлтавĕ _ ỹсĕр водительсенче... Çак тĕслĕх пирки мĕн каланă пулăттăр? _ Статистика пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул Раççейре çынсем сусăрланнипе çыхăннă 218 пин авари регистрациленĕ, çав шутра 13 пин ытла аварин тĕп сăлтавĕ _ водительсем ỹсĕр пулнинче. Вĕсем хутшăннă инкексен вăхăтĕнче пурĕ 2400 çын вилнĕ, 20 пине яхăн çын аманнă. Кашни вуннăмĕш вилекеншĕн ỹсĕр водительсем айăплă. Елчĕк районĕнче иртнĕ çул руль умне ỹсĕрле ларнă 134 водителе тытса чарнă, ỹсĕр водительсем хутшăннă 4 аварие регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 7-шĕ суранланнă. Цифрăсем, паллах, кашнинех çỹçентереççĕ. Ỹсĕр водительсене паянхи кун Административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодексăн 12.8 статйисен 3 тата 4 пайĕсемпе килĕшỹллĕн 1,5-2 çула транспорт хатĕрĕпе çỹреме чаратпăр. Çумра права çук е транспортпа çỹремелли правасăр хăварнă пулсан та руль умне ларнă водительсене вара 15 талăк таран административлă майпа арестлеме тивет. Халĕ саккунсем тата та çирĕпленчĕç. Маларах ỹсĕрле руль умне ларса çын сывлăхне йывăр сиен кỹнĕшĕн водителе 2 çула "кирпĕч шутлама" янă пулсан, халĕ вăл 3 çулпа танлашать, аваринче çын вилсен унччен 5 çула, халь 7 çула, икĕ е ытларах çын пурнăçран уйрăлсан малтан 7 çула, паянхи кун 9 çула ирĕк прависĕр хăвараççĕ. _ Руль умне тин ларнă çамрăк водительсене мĕн сĕннĕ пулăттăр? _ Çамрăк водительсем тенĕрен, çакă паллă _ республикăра пĕлтĕр тĕрлĕ курсра вĕреннĕ хыççăн вĕсенчен 66,3 проценчĕ çеç ГАИре пирвайхи хутĕнче экзамен тытма пултарнă, ыттисен çак ала витĕр темиçе хут тухма тивнĕ. Эппин, автошкулсем паракан пĕлỹ-хăнăху чылай чух çителĕклех мар. Руль умне тин ларнă водителĕн, паллах, опыт сахал. Çавăнпа та вĕсене тимлĕ те асăрхануллă пулма, хăвăртлăх режимне, йĕркесене çирĕп пăхăнма ыйтас килет. _ Хаçат вулакансене çак ыйту кăсăклантарать. Пассажир хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмасан ГАИ сотрудникĕсем халĕ çирĕп ыйтаççĕ. Штраф _ 500 тенкĕ. Виçĕ пассажир çыхăнман пулсан водителе миçе тенкĕлĕх штрафлаççĕ? _ Пассажирсен шучĕ административлă штраф виçине витĕм кỹмест. Транспорт хатĕрĕн конструкцийĕпе килĕшỹллĕн хăрушсăрлăх пиçиххисем пулмалла-тăк çынсене çыхăнмасăр илсе çỹренĕшĕн водителе административлă штрафпа _ 500 тенкĕ тỹлеттерсе явап тыттараççĕ. Хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн пассажирсене те административлă майпа явап тыттарма ирĕк пур. _ Водитель пĕр-пĕр юпана йăвантарнă, хапха е карта çине пырса кĕнĕ, анчах та çакăн пирки никама пĕлтермесĕр авари вырăнĕнчен пăрахса кайнă. Мĕнле айăплав кĕтет çакăн евĕр водителе? _ Çакăн евĕр лару-тăрăва лексен водителĕн чи малтанах ДПС ушкăнне чĕнсе илмелле. Çул-йĕр правилисен 2.5 пунктĕнче тĕплĕн ăнлантарнă. Авари вырăнĕнчен пăрăнса кайнăшăн водителе КоАПăн 12.27 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ: 1,5 _ 2 çуллăха транспорт хатĕрĕпе çỹремелли правасăр хăварма е 15 талăклăха административлă майпа арестлеме пултараççĕ. _ Тепĕр тĕслĕх. Чылай çын час-часах çапла каланине илтме пулать: "Темиçе çул ĕнтĕ çук машинăшăн налук тỹлеме тивет. Автомобилĕн ПТСĕ çеç юлнă, номерĕ те çук. Налук тỹлессинчен мĕнле хăтăлмалла". _ Налукран хăтăлас тесен транспорт хатĕрне утилизацилемелле. Ăна шутран кăларма Елчĕкре Пушкин тăкăрлăкĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă ГАИ уйрăмне пымалла. Тивĕçлĕ йĕркепе заявлени çырмалла. Çумра паспорт, транспорт хатĕрĕн докуменчĕсем пулмалла. Хăш-пĕр докуменчĕсем çук пулсан, вĕсене мĕнле лару-тăрура çухатнине палăртса çырмалла. _ Водительсемпе çуран çỹрекенсене мĕн сĕннĕ пулăттăр? _ Çул çинче тимлĕрех пулмалли пирки час-часах калатпăр. Анчах та çакна яланах ăша хывмастпăр пулас. Инкеке лексен тин шухăшлатпăр çакăн пирки. Анчах чавса çывăх та, çыртма çук. Водительсене те, çуран çỹрекенсене те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма чĕнсе калас, пĕр-пĕрне хисеплеме сĕнес килет.