06 мая 2009 г.
Çу кунĕсем пуçланнă май, ялсенче чылайăшĕ строительство ĕçĕсене пуçăнать, тĕрлĕ çĕртен килекенсенчен строительство материалĕсем туянать. Ытти регионсенчен пахча-çимĕç туянма килекенсен йышĕ те ỹсет. Çавна май укçа-тенкĕпе улшăнатпăр. Ку чухне тимлĕхлĕ пулни пĕрре те ытлашши мар. Суя укçа-тенкĕрен сыхланмалли пирки асрах тытни _ чи кирли. Чăн купюрăпа танлаштарсан, суя укçа хучĕ яланхилле шăтăртатса тăмасть, шыв паллисем (водяные знаки) çук. Шыв паллисене çутă çине тытса пĕлме пулать. Суя укçана пỹрнене йĕпетсе сăтăрсан, ун çине сăрă йĕрĕсем юлаççĕ. Ун çинчи цифрăсем, Раççей банкĕн билечĕ тата миçе тенкĕлĕх купюра пулнине çирĕплетекен сас паллисем, ỹкерчĕксен йĕрĕсем уçăмлă та пĕр тикĕс маррине асăрхама пулать. Нумаях пулмасть Шупашкарта суя укçапа усă курма тăнă çынсен ушкăнне тытса чарнă. Укçа-тенкĕ виçи вара пысăк _ çур миллион тенкĕ. Çак тĕслĕхе тĕпе хурса республика ШĔМĕн экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен пайĕ халăха укçа-тенкĕпе улшăннă чух уйрăмах тимлĕ пулма ыйтать. Йĕрке хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун 1000 тенкĕлĕх аМ 246 хххх, 248 хххх, 249 хххх, тЛ 572 хххх, 574 хххх, 576 хххх, бс 573 хххх, 575 хххх, 577 хххх, ьН 372 хххх, 374 хххх, 376 хххх сериллĕ купюрăсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Милици ĕçченĕсем халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем час-часах ирттереççĕ пулсан та нумайăшĕ асăрханмасть, сутуçăсем укçа-тенке тĕплĕн тĕрĕслемеççĕ. Оперативлă шырав пайĕ палăртнă тăрăх, финанспа экономика кризисĕн тапхăрĕнче пин тенкĕлĕх суя купюрăсем сарнă тĕслĕхсем чылай. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çеç республикăра çакăн евĕр 80 тĕслĕх тупса палăртнă, 8 уголовлă ĕç пуçарнă. Кунашкаллисен çирĕп явап тытма тивет. Уголовлă кодексăн 186 статйипе килĕшỹллĕн 8 çултан пуçласа 15 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.