Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсен эрни

06 мая 2009 г.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче çурхи ырăлăх эрнинче экологи субботникĕ иртрĕ. Унта кашни организаци хаваспах хутшăнчĕ. Пурте пĕлетпĕр, хĕл кунĕсем хыççăн кил-çурт таврашĕнче, урамсемпе ялсенче пуçтарăннă çỹп-çапа тасатасси _ чи малтан пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри. Субботник вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленине кура администраци, библиотека, культурăпа кану çурчĕсен, шкулсен таврашĕнче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Эрне вăхăтĕнче библиотекăра "Библиотекăна кĕнеке парнеле" акци йĕркеленĕ. Акци пынă вăхăтра ырă кăмăллă çынсем библиотекăна кĕнекесем парнелерĕç. Вулакана тата та нумайрах кĕнекепе паллашма майсем туса пачĕç. Акă Шупашкарти "Чувашгипроводхоз" институт хупă акционерлă обществин проект тăвакансен тĕп инженерĕ Людмила Васильевна Зюзина 70 ытла экземпляр кĕнеке парнелерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика