06 мая 2009 г.
"Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнче хĕрỹ ĕç шавĕ пĕрре те лăпланмасть. Ир пуçласа сĕм çĕрлеччен уй-хирте трактор кĕрленĕ сасă илтĕнет. Ĕçе комплекслă йĕркеленĕрен пĕрисем культиваци тăваççĕ, теприсем акаççĕ, виççĕмĕшĕсем катоклаççĕ... Хуçалăхра 436 гектар çинчи кĕрхи çĕртмене, 140 гектар кĕрхи культурăсене, 321 гектар нумай çул ỹсекен курăксене сỹреленĕ. 140 гектар кĕр тыррисене, 321 гектар нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарнă. Çурхи культурăсем акнă çĕрте А.Львов агрегачĕ пысăк тăрăшулăх кăтартать. Александр хуçалăхра инженер пулса тăрăшать. Ака вăхăтĕнче вара виçĕ сеялкăллă агрегат çаклатса ДТ-75 трактор çине ларчĕ. Хальлĕхе 229 гектар çинче тырă акса хăварчĕ вăл. Н.Львов, А.Лотков, В.Герасимов, В.Романов, Ф.Диаров, Н.Долгов сеяльщиксем те шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вăрлăха им-çамланă çĕрте Ю.Чернов, А.Чернов, И.Усанова, Г.Усанова, Л.Львова рабочисем тăрăшаççĕ. Вĕсене Т.Яковлева ертсе пырать. Хуçалăхра 6,5 гектар чĕкĕнтĕр вăрлăхĕ лартса хăварнă. В.Лотков механизатор Т-70 тракторпа пурнăçларĕ ăна. Кунта В.Герасимов, Ю.Львов, И.Усанов, В.Денисов, А.Макарова, Н.Львов, Ю.Сидоров, Ю.Петров рабочисем çанă тавăрса ĕçлерĕç. Çав вăхăтрах çĕр улмине яровизацилеме кăларатпăр. Хальлĕхе 27 тонна яровизацилеме хунă.