06 мая 2009 г.
Районта çĕнĕ ял хуçалăх предприятийĕ _ "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирма йĕркеленнĕ. Унчченхи "Мир" хуçалăхăн çĕрĕсене арендăна илнĕ вăл. Ял хуçалăх предприятийĕ Хăвăл- çырма тата Кỹлпуç ялĕсен территорийĕнче темиçе çултанпа сухаланмасăр выртнă çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртрĕ, иртнĕ çулхи кĕркунне пурĕ 260 гектар çинче кĕр тыррисене акса хăварнăччĕ. Вĕсем лайăх хĕл каçнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене те кунта пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Икĕ кун хушшинче агрофирма 440 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварма ĕлкĕрнĕ. Ун хыççăнах çĕр улми лартма тухнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсемпе пĕрле тунти кун кунта ятарласа пулса куртăмăр. Агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Ю.Галкин çурхи уй-хир ĕçĕсем кал-кал, ăнса пынипе кăмăллă. Епле кăмăлсăр пулăн? Хирте пулса курсан пурте савăннă, çав вăхăтрах тĕлĕннĕ те пулĕччĕç. Мĕншĕн тесен кунти пĕтĕм ĕçе çĕнĕ йышши хăватлă ял хуçалăх техникипе (вĕсенчен ытларахăшĕ ют çĕр шывра туса кăларнисем) пурнăçлаççĕ. Çĕр улми туса илессинчи ĕçе те Голланди технологийĕпе усă курса комплекслă йĕркелесе пыраççĕ. Алă вăйĕпе пачах усă курмаççĕ, пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Çавна май ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Эпир кунта пулнă вăхăтра та уй-хирте харăсах пилĕк Джондир (ăна АПШра туса кăларнă) хăватлă трактор, "Колнаг" фирмăн пилĕк сажалки ĕçлетчĕç. Акас умĕн çĕре фрезадоминаторсемпе кăпкалатаççĕ. Хăвăлçырма тата Кỹлпуç ялĕсенчи вăй питти çынсем "Мир" хуçалăх саланнă хыççăн ĕçсĕр тăрса юлнăччĕ. Çак вăхăтчен вĕсен ирĕксĕрех çемйисенчен уйрăлса ют регионсенче ĕçлесе çỹреме тивнĕ пулсан, малашне тăван ялтах ĕç вырăнĕ тупма шанчăк пур. Мĕншĕн тесен ял çыннисенчен чылайăшĕ çĕнĕрен йĕркеленнĕ ял хуçалăх предприятийĕнче халех яланлăх ĕç вырăнĕ тупма пултарчĕ. Вĕсене тивĕçлĕ шалу тỹлеççĕ. Тата урăх мĕн кирлĕ? Хальхи вăхăтра ĕç вырăнĕ тупасси, укçа ĕçлесе илесси чи çивĕч ыйту пулса тăрать.