Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакансисен ярмăркки иртрĕ

25 апреля 2009 г.

 Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вакансисен ярмăркки иртрĕ. Çак кун ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем ĕçсĕр çынсемпе тĕл пулчĕç. Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе "Прогресс" ЗАО, "Комбайн", "Знамя" ЯХПКсем, "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ, Аслă Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш ял тăрăхĕсем, Курнавăшри шкул (кунта профессие вĕрентеççĕ) районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшỹ йĕркелерĕç. Ярмăрккăна хутшăннă 60 çын яланлăх тата вăхăтлăх ĕçе вырнаçрĕ. Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсенчи машинăпа трактор паркĕсенче ĕçлеме, ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртме, хут ĕçĕсене йĕркене кĕртме хутшăнма килĕшрĕç. Унсăр пуçне, Курнавăшри шкулта вĕреннипе пĕр вăхăтрах водитель, механизатор, повар профессийĕсене алла илекен 14-18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Арçын ачасем çур аки вăхăтĕнче техникăна çỹретме хутшăнаççĕ, хĕр ачасем _ пулас поварсем ял хуçалăх предприятийĕсен тата шкулсен столовăйĕсенче, Елчĕкри "Чайная" кафере ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика