Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян-ыранах акана тухма вăхăт

25 апреля 2009 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама ял хуçалăх техникине, тĕпрен илсен, хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ: тракторсен 95 проценчĕ, сеялкăсемпе культиваторсен 98 проценчĕ, çĕр улми лартакан агрегатсен 90 проценчĕ юсавлă. Техникăна юсаса хатĕррисен ретне лартас ĕçе "Прогресс", "Сатурн", "Яманчурино", "Клевер", "Урожай", "Победа", "Рассвет", "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕсенче уйрăмах лайăх йĕркелесе пычĕç, вĕсенче ака ĕçĕсем те кашни çул кал-кал пулса иртеççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе çителĕклĕ таран саппасланнă-и? Районĕпе ăна 847 тонна, кирлин 113 проценчĕ таран кỹрсе килнĕ. "Прогресс", "Яманчурино", "Свобода", "Сатурн", "Урожай", "Победа", "Комбайн" хуçалăхсенче вăл выльăх апачĕ хатĕрлеме те çитет. "Аранчеево", "Труд", "Кушкă" хуçалăхсенче те çунтармалли-сĕрмелли материалсене вăхăтра туянассипе пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Анчах Ленин ячĕллĕ, "Родник" хуçалăхсем пирки çакна калаймăн. Вĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама топливо çук, ял хуçалăх техникине юсама та кая юлса пуçăннă. Сăмах май, "Свобода", К.Маркс, "Колос", "Прогресс", "Урожай", "Клевер", "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсенче, "Цветковы" фермер (хресчен) хуçалăхĕнче кăçал 16 миллион та 600 пин тенкĕлĕх энергие перекетлекен çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисем туяннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика