Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç кĕнеки парнелекен

25 апреля 2009 г.

 Шкул пурнăçĕ ăна ертсе пыракан çынран _ директортан нумай килет. Çавăнпа та ертỹçĕне ĕçе тĕплĕ пĕлекен, юратакан, тарăн опыт пухнă, шкул ĕçне чунтан парăннă авторитетлă вĕрентекене шанса параççĕ. Çакăн пек пархатарлă ертỹçĕсенчен пĕри вăл СССР халăх учителĕ Петр Никифорович Чернов пулнă. Петр Никифорович шкул коллективне 23 çул ертсе пычĕ. Ырă кăмăллă, ĕçĕпе таса та пултаруллă, ĕмĕчĕпе малашлăха куракан, чунне парса вăй хуракан, ыттисенчен те çавăн пек пулма çирĕп ыйтакан ертỹçĕччĕ вăл. Çак шухăшсенех çирĕплетеççĕ те унăн вĕренекенĕсем. "Ачасене пĕр тĕллевпе чăмăртасси, вĕсене ĕçлеме хăнăхтарасси, аслисене хисеплеме, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма вĕрентесси класс ертỹçинчен нумай килет, _ аса илет Ĕнелĕнчи культура çуртĕнче ĕçлесе канăва тухнă В.Игнатьев. _ Петр Никифорович пирĕн класс ертỹçи пулса 3 çул тăрăшрĕ. Унăн ĕçне пысăка хурса хаклас килет манăн. Уçă та ырă кăмăллă, ачасене юратакан, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен сăпайлă та ăслă ертỹçĕ пулчĕ вăл пирĕншĕн. Математикăна вĕрентнĕ май унăн кашни урокĕ шухăшлаттаракан тата хавхалантаракан тĕллевлĕччĕ. Час-часах уроксенче тавçăрса илмелли задачăсем шутлаттăмăр. Ăспа шухăшласа тăрăшасси пирĕншĕн паянхи кунччен те пысăк пахалăхлă пулчĕ". Петр Никифорович вĕрентсе кăларнă 1962 çулхи вĕренекенсем ăна яланах ырăпа аса илеççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ. "Эпĕ 30 çула яхăн Петр Никифоровичпа пĕрле пĕр шкулта вăй хутăм, _ аса илет В.Филимонова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕскер. _ Чи малтанах çак шкулта йĕркеленĕ лагерьти интернат воспитателĕ пулса тăрăшрăм. Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренсе пĕтерсен ачасене вĕрентрĕм. Ĕçленĕ хушăра Петр Никифорович яланах хăйне лăпкă тытатчĕ, ачасемпе те, пĕр-пĕринпе те харкашса калаçни пулман. Çынна яланах хисеплетчĕ, йывăрлăхра ăнланма тăрăшатчĕ, нушана лекнĕ çынна пулăшатчĕ. Çын ĕçне те вăл хаклама пĕлетчĕ. Вĕрентекенĕн ырă ĕçĕсене те палăртма тăрăшатчĕ. Ку вăл тата та лайăхрах тăрăшма хавхалантаратчĕ. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕсене ертсе пыма пĕлетчĕ. Çакă вара ĕçре пысăк çитĕнỹсем патне илсе çитеретчĕ. Сумлă ỹсĕмсем тунă вĕрентекенсене чыслама тăрăшатчĕ". Вăл директорта ĕçленĕ хушăра З.И.Степанова, Н.А.Маркова, В.И.Таллеров, А.А.Сайкин, А.П.Грибова, З.Г.Игнатьева, В.П.Московская, О.В.Степанова, Е.И.Баранова, З.А.Игнатьева, З.В.Кузьмина, А.И.Макова, Р.П.Солина вĕрентекенсене "Çут ĕç отличникĕ" паллăпа наградăларĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ятсене илекенсем те сахаллăн пулман: Л.М.Таллерова, Т.И.Сергеева, Е.А.Уфукова, Е.Г.Кузьмина, Л.М.Блинова, Л.Е.Чернова, И.Н.Ястребова, А.С.Пушкин т. ыт. те. Ку вăл, паллах, Петр Никифорович вĕрентекенсене хаклама пĕлнинчен килет. Манăн умра Петр Никифорович çырса кăларнă "Пурнăç таппи" кĕнеке. Унăн пĕлтерĕшĕ паянхи вĕрентекенсемшĕн те питĕ пысăк. Вăл çырса пынисенче ачасене вĕрентес, сапăрлă пăхса ỹстерес ĕçре шкул йышĕн, уйрăм вĕрентекенсемпе воспитательсен усăллă меслечĕсемпе ĕçĕсене çутатнă. Пирĕншĕн, çамрăк ăрушăн, пурнăç кĕнеки пулчĕ вăл. Аслă вĕрентекенĕн нумай ырă та усăллă канашĕсене вуласа ăса хыврăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика